Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кукка килте пулсан вара питӗ хытӑ савӑнаттӑмччӗ, унпа пӗрле пахчара е вутӑ сарайӗнче тӗрткелешсе ҫӳреме юрататтӑм, — шӑнкӑрч йӑви тӑвать-и е велосипедне сӳтсе пӑрахса каялла ҫӗнӗрен пуҫтарать-и — манӑн пурне те пӗлес, хам алӑпа тытса пӑхас килетчӗ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Хӗрсем те, кайӑкла ир вӑранаканскерсем, уҫӑ сывлӑша сирпӗнсе тухнӑ, барак умӗнче пӗр-пӗринпе тӗрткелешсе тем ҫуйхашаҫҫӗ.
5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫапла тӗрткелешсе тӑнӑ вӑхӑтра ҫӳлӗ курӑк хушшипе Ҫтаппан йӑпшӑнса шуса пынине те курмаҫҫӗ-ха вӗсем.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Сывлӑх сунса пӗр-пӗринпе ҫамрӑксем пек тӗрткелешсе илнӗ хыҫҫӑн нимрен малтан ҫакӑнтан кулчӗҫ: Хусана та, Сӗве хулине те тек килместпӗр терӗмӗр-ҫке пурсӑмӑр та, ку хуласемпе ҫӗлӗксене сулсах сывпуллашрӑмӑр терӗҫ.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халӑх пухӑннӑҫемӗн пухӑнать, ҫынсем тӗрткелешсе ушкӑн варрине тухма тӑрӑшаҫҫӗ, комисси членӗсем тем пек каялла чакарсан та, кӗрешме хӑварнӑ вырӑн пӗчӗкленсех пырать.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫын ушкӑнӗнче ун патнелле тӗрткелешсе ҫывхарнӑ чухне унӑн пӗвӗпе тулли сӑн-сӑпачӗ уҫӑмлах палӑрмастчӗҫ.Пока я проталкивался к ней среди толпы, ее поза и весь вид были мне не вполне ясны.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ушкӑнсенчен пӗрин витӗр тӗрткелешсе тухакан Гент кӑвак сухаллӑ, ҫӳллӗ тюрбанлӑ, ҫав тери типшӗм хура дервиша курать.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент шавлӑ ушкӑн хушшинче тӗрткелешсе утать, кӗҫех ҫакӑ йӑлӑхтарчӗ те — картан тулаш енӗпе симборан уйрӑлчӗ.Гент терся в шумной толпе, пока ему не надоело. Он вышел из симбо, огибая наружную сторону изгороди.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Паркерӑн мана пӗлтермелли самаях пуҫтарӑннӑ ахӑр; асӑмра юлнӑ ҫав каҫхи ӗҫ-тӑрӑм пирки итлеме тем пек кӑсӑк пулин те — Дюрок патне каяс тӳсӗмсӗрлӗх ӳссех пырать, акӑ тулса тӑкӑнать те ӗнтӗ, терте путнӑскер пукан айӗнче урасемпе тӗрткелешсе юлашкинчен — укҫа тӳлес шутпа — тарҫа кӑчӑк туртса чӗнтӗм.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мана халӗ чӑнах та Поп кирлӗ, анчах эпӗ ӑна ӑҫта килнӗ унта тӗрткелешсе ҫӳресе шырама хӑяймастӑп.Мне, положительно, был необходим Поп, но я не смел еще бродить, где хочу, отыскивая его.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Капернӑра арҫынсем тачка ура хырӑмӗллӗ, тӗреклӗ алӑллӑ, ҫуллӑ ӳтлӗ те мӑнтӑр, нӑкӑ хӗрарӑмсене кӑмӑллаҫҫӗ; кунта ҫурӑмран ал тупанӗпе лӑп-лӑп ҫапса, пасартилле тӗрткелешсе ачашлаҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кунта тӗрлӗрен халӑх тӗрткелешсе тӑрать, хӑшӗ-пӗри — ури тупаннех ҫитекен вӑрӑм пальто тӑхӑннӑ, теприсем — ял кӗрӗкӗ е окопра йӑваланса выртнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк шинель уртса янӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, ҫынсем хушшипе тӗрткелешсе алӑкран тухать те, кӑкӑрне сивӗ сывлӑш кӗнипе ӳсӗрсе ярать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Урамсенче тӗрткелешсе ӳсӗр офицерсем ҫӳреҫҫӗ, хунарсене, иртсе ҫӳрексисене револьверсенчен переҫҫӗ, «Ойра, ойра» тата «Шарабан мой, американка», тесе юрлаҫҫӗ.По аллеям ходили пьяные офицеры, стреляли по фонарям, пели «Ойру» и «Шарабан мой, американка».
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пристаньре тӗрткелешсе тӑракан халӑх ушкӑнӗ витӗр, тюксемпе фургонсем витӗр асаппа тухса, юлашкинчен эпӗ тавернӑна тупрӑм.
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Фома ҫак ушкӑн хушшинче хӑй палланӑ сӑн-питсене курнӑ: акӑ унӑн ашшӗ, таҫталла талпӑнса пырать, паттӑррӑн тӗрткелешсе, ыттисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе, кӑкӑрӗпе ҫул хывать, аслати саслӑн кулать… унтан, ҫын урисен айне анса кайса, куҫран ҫухалать.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗпӗрленӳ хушшипе Гор тӗрткелешсе тухать (Гусев ӑна тӳрех палларӗ).
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хул пуҫҫисемпе тӗрткелешсе, пӗкӗрӗлсе Лось яп-яка стенасен хушшинче куҫать.Ширкая плечами, нагибаясь, Лось с трудом двигался между отполированными стенами.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл унталла-кунталла тӗрткелешсе, шӑлӗсемпе шаккаса чупать.
Карабас Барабас пусма айӗнчи пӳлӗме ҫӗмӗрсе кӗрет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Анчах ачасем нумайччен тӗрткелешсе ҫӳренӗ унта, Гриша Лучинкин сассине илтсен тин хӑвӑртрах аяккалла шӑвӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл нумайӑшне сӑнтан палланӑ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.