Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетӗшӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Аслӑ тетӗшӗ, Всеволод, техникӑпа аппаланнӑ май, кӗҫӗнни тӑтӑшах ун патӗнче тӑрмашнӑ.

Help to translate

40 ҫул ытла — пӗр ӗҫре // И.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b5/

Пӗлетех ӗнтӗ Альберт тетӗшӗ пӗчӗкрех ялсем пӗте-пӗте ларнине.

Help to translate

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Алюшӑн тӑван тетӗшӗ ҫук, вӑл хӑй асли.

Help to translate

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Тетӗшӗ Женя вара, Саратовра летчиксем хатӗрлекен кӗске курссене пӗтернӗ хыҫҫӑн, Сталинград хулине хӳтӗленӗ ҫӗрте, летчик пулса, ҫапӑҫусене хутшӑнать.

Help to translate

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, тетӗшӗсем патне Уфа ҫывӑхне, тетӗшӗ Хвеча те яланлӑха ӗҫлесе пурӑнма куҫать.

Help to translate

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Тетӗшӗ кӑмӑллӑ кулӑпа пырса кӗрсен, Узин ун сӗнӗвӗпе пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Йӑлана пӑхӑнса кил хуҫин тетӗшӗ пӗр черккепе пире черетлесе эрех сӗнме пуҫларӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Аслӑ тетӗшӗ ӑҫта пурӑнни ҫинчен илтнӗ-ха амӑшӗнчен, анчах вӑл хӑнана-мӗне килсе ҫӳренине каччӑ астумасть.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Улюк кинӗн тетӗшӗ патӗнче пурӑнатпӑр эпир.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун тетӗшӗ Атӑлӑн сылтӑм енне Сӑрӑ шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ялти Кӑнтӑр урамӗнче пурӑннӑ Кузьма Игнатьевӑн тетӗшӗ пулнӑ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

— Мӗнле, Петр Петрович, каҫаратпӑр-и Хӗлипе е ҫук-и? — юриех ыйтрӗ тетӗшӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ ҫапла ыйтать пулсан, килӗшмеллех ӗнтӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр тетӗшӗ ҫине пӑхкаласа илчӗ, ӑна килӗшмен сӑмах персе ярасран асӑрханса, ним сӑмах та шарламарӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Петӗрӗн пӗтӗм кӗлетки сӑ-ӑрр! туса, чӗтресе илчӗ — тетӗшӗ тем тесен те ырӑ мар шухӑш тытнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шупашкара ҫитмелле, унта Сергейпе Хрестука шыраса тупмалла, — пӗлтерчӗ тетӗшӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ик-виҫӗ кун тӳс, Петр Петрович, кайран эпӗ сана хамах калӑп, — тавӑрчӗ тетӗшӗ.

Help to translate

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр тетӗшӗ ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхрӗ те, пуҫне кӑштах пӑрса, ҫапла пӗлтерчӗ:

Help to translate

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑнтӑр кунӗнчех урампа киле анма аван мар пек темле, — шӑллӗ куҫӗсенчен пӑхрӗ тетӗшӗ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович тетӗшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed