Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Эпӗ ӑна кунта пӗрремӗш хут куратӑп, анчах ун ҫинчен самаях пӗлетӗп тес пулать, — пухура ӑна самаях тиркесе калаҫрӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
«Ухмахсем, ҫавӑнпа кулаҫҫӗ», — шухӑшланӑ вӑл ӑшӗнче, хӑйӗн хушма ӗҫне, тӳррипех калатпӑр, самаях хӑрушӑ ӗҫне, ҫаплах пӑрахман: пӗррехинче ҫапах та Меркидона пӑшалтан шаплаттарнӑ, дробь унӑн пуҫӗ тӗлӗнчен хӑрушшӑн шилетсе иртнӗ, пуҫ тӳпинчен ҫур шитре ҫӑка тураттине хуҫса хӑварнӑ, татӑлсах каяйман пушӑтӗнчен ҫакӑнса тӑракан турат самаях хӑранӑ хуралҫӑн куҫне самантлӑха нимӗн курми хупласа хунӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем).
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Тополь айӗнче самаях мӑкӑртатса тӑчӗҫ.
X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Пӗчӗк палаткӑра самаях тӗттӗм, ҫапах таса, ӑшӑ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Сӗте курсан, лав ҫинчен сиксе аннӑ ачасем самаях хавасланчӗҫ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Тем пекех ӗҫес килет, шӑм-шак та самаях сурать.
Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.
Вӑхӑт самаях иртрӗ — юпа патне пыракан-тӑвакан пулмарӗ.
Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.
Вӑрман кӗтессинчи телефон юпи патне ҫитнӗ ҫӗре тавралӑх самаях тӗксӗмленчӗ.
Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.
Хӗвелӗ-мӗнӗ те курӑнмасть, анчах самаях ӑшӑ.
Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.
— Ха, паян самаях сивӗ иккен, — терӗ Павлик.
Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.
Тӗпел кукринче ларнӑ атте ман ҫине самаях сиввӗн пӑхрӗ те: «Халех сӗтел ҫине илсе хур, тӑрлавсӑр!» — терӗ пӗтӗм хаярлӑхӗпе.
Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.
Самаях пулӑшрӑмӑр эпир Акриппин кинемее, унтан ӑна хӑвӑртрах сывалма сывлӑх сунса киле кайма тухрӑмӑр.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
— Халӗ хама самаях аван туятӑп.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
— Ҫапла ҫав вӑл, ачам, каланине итлемесен, аслаҫу ҫеҫ мар, улмуҫҫи те самаях тарӑхма пултарать, — тет асатте мана чӗкеҫ курӑкӗ татса панӑ май.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Ямас ура ҫине тӑчӗ, вӑл палӑрмаллах ӳснӗ, самаях тӗрекленнӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Самаях уйрӑлсан, пӗве ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ вӑл.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӑйӗн амӑшӗпе савнашкал уйрӑлчӗ Кирей, чунӗ самаях ҫӑмӑлланчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.