Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерсе (тĕпĕ: пӗлтер) more information about the word form can be found here.
«Анчах киле таврӑннӑ пекчӗ, ыран ҫула тухмалла, мӗн илсе каймаллине хатӗрлесе хунӑ-ха. Тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗнтересчӗ. Унта халӗ манӑн ҫӗнӗ юлташсем. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнмалла пулса тухнишӗн ӳкӗнместӗп. Эпир ҫӗнтеретпӗрех», – терӗ салтак ҫарти юлташӗсем патне ҫула тухмаллине пӗлтерсе.

Help to translate

Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -nteretp-r

Нина Николаевна Мӑн Вылӑран пуҫласа Ҫирӗккассине ҫитекен ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттермелли ҫинчен пӗлтерсе пулӑшу ыйтнӑ.

Help to translate

Ҫула юсама наци проекчӗ пулӑшӗ // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/cula-yusama-naczi ... lashe.html

Палламан ҫын сире хӑрушсӑрлӑх службинчен, йӗрке хуралӗнчен, банкран, социаллӑ фондран, сотовӑй телефон операторӗ тесе паллаштарсан е сирӗн ятпа такам кредит илме хӑтланнине пӗлтерсе «хӑрушсӑр счечӗ» ҫине укҫана куҫарма ыйтсан, пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах телефон ҫыхӑнӑвне татмалла, унпа пӗр сӑмах та калаҫмалла мар.

Help to translate

Улталанма пулать, асӑрханма та май пур... // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51122-ulta ... ta-maj-pur

Туслӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлтерсе, кашниех хӑйӗн уҫҫине уҫнӑ.

Help to translate

Кистенлӗпуҫӗнчи ял клубӗнче туслӑх ҫинчен калаҫу иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3896013

Мероприятие хутшӑнакан хурт-хӑмӑр ӑстисем ҫак ӗҫсене тӑвасси ҫинчен маларах пӗлтерсе хуманшӑн кӑмӑлсӑр.

Help to translate

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Кашни пӗр ӑмӑрту хыҫҫӑнах хӑш лагерь мала тухнине пӗлтерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑнасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Лайӑх вӗренме сӗнтӗм, малашнехи ӗҫсем ҫинчен пӗлтерсе тӑма ыйтрӑм.

Help to translate

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

«Анне, эпӗ сана юрататӑп, — ҫапла вӗҫлет тав сӑмахне салтаксенчен пӗри, пирӗн ентеш, Алешкин-Саплӑк ялӗн каччи Евгений Клементьев. Женя пӗлтӗр август уйӑхӗнче контрактпа ҫара кайнӑ. Вӑл — разведчик, беспилотник операторӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи лару-тӑру ҫак специалистсенчен нумай килет. Ҫавӑнпа тӑшман разведки уйрӑмах вӑйлӑ йӗрлет вӗсене. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ ентешӗмӗрӗн службин вырӑнне хамӑр статьяра палӑртмастпӑр. Икӗ уйӑх каялла Женя амӑшӗпе, Наталия Николаевнапа, телефонпа ҫыхӑнсан: «Анне, мӗнле те пулсан гуманитарка пӗлтерсе укҫа пуҫтарма пулмасть-и районта?» — тесе ыйтнӑ, подразделение УАЗ «Буханка» сывлӑш пекех кирлине пӗлтерсе.

Help to translate

«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Микулай парӑннине пӗлтерсе Илюка икӗ канфет тыттарать.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Унтан ыран хӑш вӑхӑтра килмелли ҫинчен пӗлтерсе, ҫӗнӗ пациентка валли эмелсем илме рецепт ҫырма лартӑм.

Help to translate

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Ҫав ҫул Гена Нина ӗҫленӗ яла темиҫе хут та пырса кайрӗ, каярахпа юратни ҫинчен пӗлтерсе, пӗрле пурӑнма сӗнчӗ…

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Темиҫе пӗлтерсе те килесшӗн пулмарӑн-ҫке.

Help to translate

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Гриша чӗнмест, чӑнах ҫаплине пӗлтерсе, пуҫне сӗлтсе илет кӑна.

Help to translate

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Лерен… милицирен хушнӑ пулать ӑна Илля ҫинчен пӗлтерсе тӑма, — терӗ анне шӑппӑн.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗчӗк хӗрача пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн турткаласа илчӗ, тутине тӑсрӗ, анчах, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне сӗлтрӗ.

Help to translate

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Килӗшменнине пӗлтерсе, Илля амӑшӗ пуҫне сулкаларӗ, анчах каллех пӗр сӑмах та хушмарӗ.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сивӗ хӗл ҫывхарнине пӗлтерсе, ҫӗрле тӑм ӳкет.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хӗрарӑм, килӗшнине пӗлтерсе, аллине кӑна сулчӗ.

Help to translate

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шкул пӗтерни ҫинчен пӗлтерсе янӑракан шӑнкӑрав сассине кашни шкул ачиех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.

Help to translate

Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html

— Алюнапа кун пекки нихӑҫан та пулманччӗ, ӑҫта каяссине пӗлтерсе хураканччӗ! —

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed