Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

параймарӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫакнашкал «революциллӗ» улшӑнусем те ҫамрӑксем яла юлманнин, кадрсен ыйтӑвӗсен ҫивӗчлӗхне татса параймарӗ.

Help to translate

Мӗн кӗтет-ши малта? // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d0%b0/

— Паянхи хаҫатсемпе журналсене халь те пырса параймарӗ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шупашкара хӑҫан пыркаланине, унта мӗнле Шурӑпа паллашнине, кайран мӗн пулса тухнине вӑл тепӗр кунне те, тата виҫӗ кунтан та каласа параймарӗ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑвӑрах пӗлетӗр, манӑн Одок ывӑл ҫуратса параймарӗ, ҫавӑнпа вӑкӑра паратӑп!

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗреҫе-пуртӑ ҫӗкленӗ ҫынсем тӗтӗмпе ҫулӑм витӗр унталла-кунталла чупни, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫни пирвайхи кун уссине нумаях параймарӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, хӑй те авланса курманскер, юлташне нимӗнле ӑслӑ канаш та параймарӗ, ҫакна ҫеҫ асӑрхаттарчӗ:

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫак ҫемье хӑйне эрех-сӑра лачакинех шуҫса-татӑлса анасран чаркӑч параймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапах та ӑна тупас тесе ураран ӳксе шырани нимӗн те параймарӗ.

розыски не дали никаких результатов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах никам та тӗппипе каласа параймарӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним ҫинчен те калаҫаймарӗҫ вӗсем, пӗр ывӑҫ курӑк та вырса параймарӗ йӗкӗт хӗр ачана, лупас хыҫӗнчен тахӑшӗ ӑна ятран чӗнчӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Венгрин Раҫҫейри посольстви, 1945 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗ пирки интервью хатӗрлеме шантарнӑскер, ҫак пулӑм пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме хатӗр пӗр ҫын та /!/ тупса параймарӗ.

Венгерское посольство в РФ, пообещав помочь с интервью на тему 13 февраля 1945-го, не нашло ни одного человека (!), желающего прокомментировать это событие.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Ҫак ыйтӑва ниепле те татса параймарӗ Эльгеев.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑваш театрӗнче ӗлӗк пӗрле ӗҫленӗ Эльгеева Георгий Васильевич мӗншӗн курасшӑн пулнине Мишин тӗплӗн каласа параймарӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мана та парӑма тавӑрса параймарӗ, тӗлӗнтермӗш!

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑрттанне те чипер ӑшаласа параймарӗ, чупса тухса кайрӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Таси паха, турри пурах — пӗтеттӗмӗр эпир унпа иксӗмӗр те: упӑшкипе ҫирӗм ҫул пурӑнса та, пӗр ача туса параймарӗ «хӗсӗр сурӑх».

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялан ачисем ҫинчен шухӑшласа упӑшкине кирлӗ чухлӗ ӑшшине те параймарӗ пуль.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ывӑлне ҫеҫ хӑй тирпейлӗхне параймарӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Эсӗ… эсӗ… — чӗлхи ҫыхланнипе шухӑшне уҫса параймарӗ Виктор.

— Ты… ты… — из-за того, что язык стал заплетаться не смог закончить свою мысль Виктор.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӗри те ӑс параймарӗ.

Help to translate

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed