Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнех, вутта вутпа та сӳнтереҫҫӗ: вӑл чӑтӑмсӑррӑн кабинӑран пакет илет, унтан пӗр эрех кӗленчине кӑларать, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫырткаласа, панклаттарса туртса кӑларать те пӗрик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт тӑвать, эхлетсе илет, вара кӗленчине питӗркеленӗ пек туса, ӑна пакета тавӑрса, пакетне малтанхи вырӑнах хурать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Сире валли васкавлӑ пакет, Григорий Федорович, — терӗ Катрамов, ҫул ҫинче йӗпенесрен сӑран пиншакӑн шалти кӗсйине хутлатса чикнӗ пакета кӑларса парса.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сире валли уйрӑм пакет, — сӑркӑчпа пичетленӗ пакета сӗтел ҫине хурса рапортларӗ Эльгеев адъютант.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Атте нихӑҫан та унашкал хулӑн пакет ҫырса яманччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ку пакет ӑшне фотографи карточкисем чиксе янӑ пулӗ-ха тесе шутларӑм.Отец никогда не присылал таких толстых писем, и я решил, что, вероятно, в письмо вложены фотографии.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Паллӑ ӗнтӗ, вӑл текех пакет мар, — мӗнле пакет пултӑр-ха вӑл! — ахаль йывӑр хут чӑмакки ҫеҫ.Не пакет уж, конечно, — какой там пакет! — а просто тяжелый комок бумаги.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Кӗсйинчен лапчӑннӑ симӗс пакет туртса кӑларчӗ; пакет лапчӑннине курсан, вӑл хурланса: — Ку ӗнтӗ эпир ачасемпе юр ҫинче кӗлеткесем тунӑ чухне ҫӗмӗрӗлнӗ пулмалла, — терӗ.
2 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӗт, пӗрре ҫавӑн пек, аттепе тепӗр казака начальник пакет пырса панӑ, тет те: «Вӑт, сире пакет. Эсир Усть-Медведински станици патне юланутпа кайса парӑр, пире вӗсем пулӑшу паччӗр», — тенӗ тет.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Вӑт пӗрре ҫавӑн пек аттепе тепӗр казака начальник пырса пакет панӑ тет те: «Вӑт сире пакет. Эсӗр Усть-Медведински станици патне юланутпа кайса парӑр, пире вӗсем пулӑшу паччӗр», тенӗ тет.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Хамӑра терроризмран хӳтӗлес тесен иккӗленӳллӗ ҫынсемпе калаҫӑва кӗме, палламан ҫынсенчен сумка е пакет йышӑнма, хуҫасӑр сумкӑсене тӗкӗнме юраманнине пурте пӗлетпӗр.
Хуҫасӑр сумка шиклентерет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b5%d1%82/
Унӑн 29 пакет мефедрон пулнӑ.
Пушкӑртра наркодилера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... rn-3792580
Кирей чи пысӑк пакет кӑларчӗ, ӑна пӗр енӗпе тӗпне ҫӗҫӗпе касса пысӑк татӑк турӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Тӗрме ҫыннисем ӗҫленӗ обӳекта ӑнсӑртран лексен пирӗн отделенин ачи, мӑкшӑ, маларах ӗҫленӗ урккӑсем хӑйсен «юлташӗсем» валли «сухпаек» текен апатлӑ, чейлӗ, сигаретлӑ пакет (НЗ) ӑҫта пытарма пултарни ҫинчен мана вӗрентсе тупса кӑтартнине те каларӑм.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Биологи учителӗ, урӑх пит нимех те тупайманскер, курӑка тӑпӑлтарса илсе целлофан пакет ӑшне хучӗ.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
«Пӗр вырӑнтан тӗрӗс пакет формировать туса ӑсатас тесен пирӗн хулара площадка кирлӗ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Вӑл задание лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тав турӗ те планшета ҫавӑнтах пӑхма тытӑнчӗ: ун ӑшӗнчен сӑркӑчланӑ пакет туртса кӑларчӗ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Хӑш-пӗр кун вуншар пакет пынӑ.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ах, мӗн пирки ун пичӗ тӑрӑх Куҫҫуль, йӑр-йӑр чупса, тумламӑн Ҫӗре чӗр сывлӑм пек ӳкет-ши, Пуҫне хӗр хурлӑхлӑн пакет, Тен, ӗмӗтне шӑпи тӑлланӑ?
XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗр курупкана 4-шар пакет хурса кирлӗ ҫӗре ӑсатма хатӗрлеҫҫӗ.
Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat
Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кураторсемпе ӳпке чирӗсем ҫинчен калаҫса ларнӑ хушӑра Илья Максимович служитель Эльгеева пакет кӗрсе пачӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Сахарин пур-ҫке, аптрамӑпӑр, Якур, — сӗтел сунтӑхӗнчен пӗчӗк пакет кӑларчӗ Саня.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.