Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалта хӑмапа ҫапса тунӑ пӑлтӑр пур, унтан вара аслӑк пекки, аслӑк хыҫӗнче тӑмпа сӗрнӗ ҫатан вите.Есть и подобие сарая, за ним — плетневая конюшня, обмазанная глиной.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Аслӑк тӑрринчен ҫӑмарта хӗстерсе кайнине те асӑрханӑ, — пушшех хӑпартланчӗ Степа.
«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Ҫакна илтсен, картиш шӑлма тытӑннӑ атте ҫулӑкне хучӗ те аслӑк патнелле утрӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Икӗ хутчен аслӑк ҫине улӑхсах вӑратрӑм, вӑл пур — хӑлхана та чикмест, юри илтмӗш пулса выртать.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Чӑхсем тинех аслӑк ҫинчен пӗрин хыҫҫӑн тенри пӑрлатса анма тытӑнчӗҫ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Аслӑк ҫинчен илсе антӑм та курака — ийя, курака ҫав! — ун-кун ҫавӑрса пӑхрӑм.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ав ҫав хуҫӑк кӗреҫе аврине те лартса паратӑп, Анне, аслӑк тӑррине те витсе паратӑп…
«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Кунсеренех вӑхӑт тупса ешӗл курӑк ҫулать, ӑна пӗчӗк урапапа туртса килсе аслӑк ҫине типӗтме саркаласа хурать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анук урӑх ним шухӑшласа тӑмасӑрах платниксем шыраса тупрӗ, вӗсемпе вите, сурӑх карти тата пӗчӗк аслӑк тума калаҫса татӑлчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Утта аслӑк ҫине хӑпартма кӳршӗсем пулӑшрӗҫ вара.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Аслӑк тӑрри е йывӑҫ вулли — ачашӑн нимӗн те мар, чакаланать те чакаланать: ҫӳлтен тавралӑха сӑнас килет унӑн.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
— Тен, унта каяр мар-и? — сасартӑк Ванюш савнине тӗртсе илчӗ, тепӗр аллипе аслӑк ҫинелле тӑратнӑ пусма картлашки ҫинелле сӗлтсе кӑтартрӗ.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Аслӑк айӗнчен чӗпсем, кӗпӗрленсе тухса, йӗпе курӑк ҫийӗн асӑрхануллӑн утрӗҫ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Аслӑк хыҫӗнчи сухӑр вӗлтӗрен тӗми ӑшӗнче чашлатни илтӗнчӗ — ку панулми пулчӗ…
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Тырӑ хумханни, калинкке уҫӑлни, ҫыран хӗрринче шыв шӑмпӑлтатни, вӑрманта кайӑксем юрлани, аслӑк ҫинче чӑхсем кӑтиклени, арман ҫунаттисем вашлатса ҫаврӑнни — ҫаксем йӑлтах-йӑлтах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ Анатолий Семенович пейзажӗсенче.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
«Килӗ» унӑн — тӑван ялӗнчи хурал пӳрчӗ е пӗр-пӗр аслӑк, мунча.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫӳресен-ҫӳресен ывӑнса ҫитетӗп те каллех аслӑк ҫине хӑпарса выртатӑп.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Аттепе пичче ҫывӑрса кайсан, аслӑк ҫинчен антӑм та вӑрманта мӗн ывӑничченех утса ҫӳрерӗм.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Аттепе пичче аслӑк хӗрринче табак туртса лараҫҫӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Каҫхине килсен апат ҫирӗмӗр те тӳрех аслӑк ҫине хӑпарса выртрӑмӑр.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.