Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авкаланса (тĕпĕ: авкалан) more information about the word form can be found here.
Хырлӑх сулхӑнӗнче хӑйӑр сукмаксем авкаланса выртаҫҫӗ, кашни сукмакӗ пӗр-пӗр решеткеллӗ шатрун ҫурт патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӳҫ кӑтрисем авкаланса хулпуҫҫисем ҫине йывӑррӑн анаҫҫӗ.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Малтан ҫиҫӗм ҫути инҫетре, вӑрман леш енче, йӑвашшӑн хыпса сӳнкелетчӗ, акӑ ӗнтӗ аслати ҫывӑхран ҫывӑха кӗмсӗртетсе килет, кукӑр-макӑр ҫиҫӗм саламачӗ авкаланса выляни урама ҫутатса илет.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ял ҫуммипе траншея ҫӗлен пек авкаланса тӑсӑлать.

Help to translate

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вӗлт ҫӳлелле ывтӑнчӗ вӑлта хулли, сывлӑшра хура ҫурӑмлӑ пысӑк пулӑ авкаланса илчӗ.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ансӑр сукмак, унталла-кунталла авкаланса, е мӑк пусса илнӗ шурлӑхсем урлӑ, е сопкӑсем хӗррипе чупать.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫав сопкӑсем хушшипе, калама ҫук вӑрӑм та анлӑ ҫул ҫӗлен пек унталла-кунталла авкаланса тӑсӑлать.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑпӑш ҫырӑ ҫӳҫӗ шыв хумӗ евӗр авкаланса выртать.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Хирпе, тулӑ хушшипе авкаланса выртакан ансӑр сукмакпа пынӑ чух сулмаклӑ пучахсем хулпуҫҫине сӗртӗне-сӗртӗне илеҫҫӗ.

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Хуп-хура ҫӗр ҫинче авкаланса выртакан тирек тымарне хыпашлакалать канӑҫсӑр алӑ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла та капла авкаланса выртакан юн тымарӗсем пысӑкланнӑ.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйӑрлӑ ҫул, кӳлӗ лекки тавра ҫаврӑнса, сӑрталла улӑхать, вара анаталла, капрон карнӑ евӗр сенкер тӗтреллӗ айлӑмалла авкаланса кӗрсе каять.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чисти аптӑратса ҫитерчӗ килте: «Маврашка, линкка-линкка авкаланса кӑтарт-ха ӗмӗрте пӗрре», — тет.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑн-чӑн арҫынсемпе чӑн-чӑн хӗрарӑмсене шыранӑ хушӑра, Исидор Петрович, ҫара юмансемпе ҫӗр ҫинче авкаланса выртакан хӑмла аврисем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫул, авкаланса пырсан-пырсан, юманлӑхри ытла пысӑк мар уҫланка пырса кӗрет.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таҫта аялта капрон хӑю евӗр авкаланса выртакан юханшыва сикес — шӑмӑ-шакӑ та тӑрса юлас ҫук; сикес мар — тапӑртатса-ӗрӗхтерсе килекен эсреметле хӑрушӑ чӗрчун чӑх чӗппине муталанӑ пекех муталаса тӑкма пултарать.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫул, пӑрӑнса, вӑрманалла авкаланса кӗрсе каять.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Мӗн Светлана хыҫҫӑн авкаланса ҫӳреме тытӑнчӗ вӑл? — сӑмах хушрӗ Валентина.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Питӗркӗчне шутарасси юпа тӑрринче авкаланса тӑрасси мар, — мӑкӑртатрӗ Хӗлип.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юр ҫинче темле хура япала авкаланса шунине чӳречерен курсан, Ҫӗпритун шартах сикрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed