Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кариотти (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Партизансем, Крыма партипе хуҫалӑх ӗҫне туса пыма хӑварнисенчен пуҫне, пурте ҫара кайрӗҫ, вӗсенчен чылайӑшӗ ӗнтӗ, ҫав шутран, Саша Редутов, Шувалов, Кариотти, Семилетов ҫар дивизионӗсемпе пӗрле Балканалла е Хӗвелтухӑҫ Прусси еннелле каякан центральнӑй фронтпа пӗрле куҫса пыраҫҫӗ.

Почти все партизаны, кроме оставленных на партийной и хозяйственной работе в Крыму, были призваны в армию, и многие из них, в том числе Саша Редутов, Шувалов, Кариотти, Семилетов, уже передвигались в составе регулярных дивизий либо к Балканам, либо на центральный участок фронта, нацеленный на Восточную Пруссию.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Сана Кариотти ертсе каять.

— Тебя проведет Кариотти.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Пирӗн васкамалла… — мӑкӑртатрӗ Кариотти, — васкамалла!

— Мы должны спешить… — бормотал Кариотти, — спешить!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти тытӑнчӑклӑн, пӑвӑннӑ сасӑпа, сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, Мерельбан Солхатри вырӑссемпе армянсен кварталӗсене пӗр ҫын юлмиччен пусса тухма приказ пани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Кариотти прерывающимся, сдавленным голосом, глотая слова, доложил, что Мерельбан приказал начать поголовную резню русских и армянских кварталов Солхата.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пирӗншӗн пурте ҫапла ӑнӑҫлӑн пулса пынӑ тата Лелюков хӑй те, операци нота тӑрӑх пекех килсе пырать, тесе мухтанса илнӗ вӑхӑта, командир пунктне Кариотти чупса ҫитрӗ.

И вот, когда все так отлично складывалось и Лелюков похвалился, что операция разыгрывается, как по нотам, к компункту прибежал Кариотти.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Яланхи пекех Мариула тул ҫутӑлас умӗн килетчӗ, хӑйӗн ҫине Кариотти витнӗ плащ-палаткӑна хулпуҫҫийӗсем ҫинчен чӑрсӑррӑн та йӗрӗнчӗклӗн хывса пӑрахатчӗ, нимӗҫсен ҫинҫе сигаретине туртса, ҫапла калатчӗ:

Обычно Мариула приходила перед рассветом, сбрасывала небрежным и презрительным движением плеч плащ-палатку, которой прикрывал ее Кариотти, закуривала тонкую немецкую сигаретку и говорила:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӑна ман пата яланах Кариотти ҫеҫ ертсе килетчӗ тата пирӗн хуласен урлӑ вӑрттӑн ӑсататчӗ.

Приводил ее ко мне всегда только Кариотти и тайно провожал через наше охранение.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир вӑрмана пырса кӗрсен, Кариотти ҫапла каларӗ:

Когда мы вошли в лес, Кариотти сказал:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти мана чӗркуҫҫи айӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнипе эпӗ ирӗксӗрех куклентӗм, вӑл мана хыҫран хӗскӗч пек хӗстерсе тытрӗ, кӑшкӑракан, тапӑртатакан халӑх витӗр, йӑтса тенӗ пекех, илсе тухрӗ.

Кариотти с такой силой ударил меня под колени, что я невольно присел, а он сжал меня сзади, как клещами, и почти вынес через толпу, которая еще кричала, топала.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти мана тӗкрӗ — эпӗ тӑна кӗтӗм.

Кариотти толкнул меня, я очнулся.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн кинжалне наркӑмӑш сӗрнӗ, — пӑшӑлтатрӗ Кариотти, ман ҫине тинкерсе пӑхса.

— Этот кинжал у него отравлен, — шепнул Кариотти, пристально глядя на меня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ку вӑл Мерельбан, — пӑшӑлтатрӗ Кариотти.

— Это Мерельбан, — шепнул Кариотти.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Кунта Солхатрисем кӑна мар, — терӗ Кариотти, — кунта Карасубазартан та, Зуйран тата Бахчисарайран та тутарсем килнӗ.

— Здесь не только солхатские, — сказал Кариотти, — сюда прибыли татары и из Карасубазара, и из Зуи, и даже из Бахчисарая.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Офицер Кариотти саламне хирӗҫ ответлерӗ.

Офицер ответил Кариотти.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти, Шувалова асӑрхаман пек пулса, утмӑлтурат ҫеҫкисем тата темӗнле пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ чечексем шыраса пычӗ, вӗсене вӑл утса пынӑ ҫӗртех татса илет, юлашкинчен унӑн аллинче пысӑк чечек ҫыххи пухӑнчӗ.

Кариотти, будто не замечая Шувалова, выискивал ромашки и какие-то мелкие красные цветочки, на ходу срывал их, пока в его руках не оказался пышный букет.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Хӗҫпӑшал? — ыйтрӗ Кариотти.

— Оружие? — спросил Кариотти.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Палӑртнӑ вӑхӑтра Кариотти ман ҫумма пырса тӑчӗ, ман ҫири тумтире, вӑл сӗннӗ тӑрӑх тупса тӑхӑннӑскере, васкавлӑн пӑхса тӗрӗслерӗ.

В назначенное время он появился возле меня, бегло осмотрел мою одежду, составленную по его предложению.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти хӑйӗн разведкӑри ӗҫне питӗ лайӑх пӗлет, унӑн вӑрттӑн тӗл пулмалли вырӑнсем, тусӗсем пур, вӑл чи хӑрушӑ операцисенчен те сывлӑхлӑ пуҫпа тата сурансӑр-мӗнсӗрех тухма пултарать.

Кариотти отлично знал свое дело разведчика, имел явки и друзей и выходил целым и невредимым из самых отчаянных операций.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Филиипе Ривера пекех Борис Кариотти те пирвай курсанах лайӑх мар ҫын пек туйӑнать.

Так же как и Филиппе Ривера, Борис Кариотти на первый взгляд производил неблагоприятное впечатление.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Борис Кариотти Пысӑк ҫӗр ҫинче Ривера тесе чӗнекен разведчик пулнӑ ӗнтӗ.

Борис Кариотти был тем самым разведчиком, которого знали на Большой земле под кличкой Ризера.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed