Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ калашле, Ишеке кайапӑр та Микулай ухатникпе Праскавье ҫветтуй умне ҫурта ҫутса кӗлтӑвӑпӑр.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ешӗл вӗсем ырлӑх яр-сан, лаша кӳлӗпӗр те кӑҫалах Ишеке кайса виҫшер пуслӑх ҫурта лартӑпӑр.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Татьяна каҫарӗ… Пӳлӗхҫӗ те ҫилленмӗ. Эпӗ мӗн таран нушаллине вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Чипер ӗҫлесе таврӑнсан, Ишеке кайса ҫирӗм пуслӑх ҫеҫ мар, хӗрӗх пуслӑх та ҫурта лартӑп», — тесе, турӑш умне пырса тӑчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл та пулин Татьяна Ишеке кайса ҫурта ҫутма асӑнса хунӑ укҫа ҫеҫчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ишеке килсе ҫитнӗ ачасенчен хӑшне-пӗрне вырӑнти ҫынсем усрава илнӗ.
Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.
— Эй, Микулай тур папайӑм, санӑн сӑваплӑ уяв кунӗ Ишеке пырса ҫирӗм пуслӑх ҫурта лартма сӑмах паратӑп — ҫырлах, ан пӑрах пире…
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унта-кунта ӗҫлекелетпӗр те эрех ӗҫетпӗр, укҫа пӗтсен, Ишеке христарати ыйтма каятпӑр.
Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ишеке ҫитсен, Озеровсене тепӗр япала тӗлӗнтерчӗ: кунта хӗрарӑмсем ытла та путишле тумланаҫҫӗ иккен.
Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лав хуҫи килӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, Захарпа Петӗр Озеровсем ир-ирех кунтан пилӗк ҫухрӑмри Ишеке ҫуран утрӗҫ.
Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Озеровсем Ҫӗрпӳрен Ишеке ҫити лав тытса кайрӗҫ.
Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Юмӑҫ-асамӑҫсене пула, турра асӑнса, Ишеке, Ҫӗрпӳри монастыре ҫӳренине пула, кунти чӑвашсем чир-чӗртен сывалма больницӑна ҫӳремеҫҫӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Манехва та Ҫӗрпӗве, Ишеке кайса килнӗ, виҫӗ-тӑватӑ хутчен те куҫа ҫветтуй шывӗпе сӗрчӗ — тӳрленмест манӑн куҫ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗрӗмӗн куҫӗ тӳрленсен, килес ҫул ӑна эпӗ Ҫӗрпӳри мӑнастыре, Ишеке илсе кайӑп, вӑй ҫитнӗ таран турӑ амӑшӗ умне те, Микул турӑ умне те ҫуртасем илсе лартӑп.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Час каятӑн-и эсӗ Ҫӗрпӗве е Ишеке?
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ишеке ӑна лашапа турттарса пынӑ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кур-ха эс: тӑватӑм кун Шурчана пытӑм — Михапар унтаччӗ, Ишеке карӑм — унта та Михапара тӗл пултӑм, Хуракассинче те ушкӑн варринче ҫавӑ тӑратчӗ.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тепӗр кун ирхине тин ҫитсе ӳкнӗ вара Ишеке…
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӗҫнерникунсемпе вырсарникунсенче тул ҫутӑлнӑ тӗлеллех лаша кӳлеҫҫӗ те вӗсем е Нурӑса, е Ишеке, е Аччана, е ытти ҫӗре те туха-туха каяҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Эпир ӑна Ишеке кӗлле кайсан туянса таврӑнаттӑмӑр», — теҫҫӗ.«А мы их покупали в Ишаках, когда бывали там на богомолье», — рассказывали другие, не умеющие ткать.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Степан Разин вӑхӑтӗнчех Ишеке пуҫ ҫапма йышлӑн ҫӳренине пӗлтерет ку.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
- 1
- 2