Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Варнава (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ун чухне района Варнава митрополит килет тата Атнар ял тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Туканаш (Шорово) ялӗнче часовньӑна сӑваплама шутлатпӑр.

Help to translate

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Дюк капитана вак укҫапа еплерех улӑштарнине халӗ Варнава та — ӑнӑҫсӑр шпион! — пӗлет».

Даже Варнава знает теперь — негодный шпион! — на какую мелкую монету разменивают капитана Дюка».

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава та, Кӑвак Тӑвансем те, Клоски учитель те, сухалама пӗлменни те — кусене пурне те пуҫӗнчен вилмелле кӳренӳ кӑларса ывӑтрӗ ҫак самантра.

И Варнава, и Голубые Братья, и учитель Клоски, и неуменье пахать — все было слизано в этот момент смертельной обидой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава чӑннипех те шпионла хӑтланни ӑна халӗ кӑсӑклантармарӗпе пӗрех.

Несомненное шпионство Варнавы мало интересовало его.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Чӑнах, — терӗ капитан арҫын ачалла хӗрелсе кайса, — ҫырӑва вӑрланӑ Варнава тӑван! —

— Ну-да, — сказал капитан, краснея как мальчик, — украл письмо брат Варнава! —

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аллисемпе шанӑҫа ҫухатнӑн ҫатӑлтаттара-ҫатӑлтаттара — йӗпеннӗ ҫырӑва Варнава шыв кӳлленчӗкӗнчен вӑр-вар кӑларчӗ, унтан ҫакӑн пекскере хуҫине пани тӗлӗнмеллерех пулать терӗ-тӗр те — конверта хыпалансах ҫурчӗ, текста ҫиелтен пӑхкаларӗ те — хута чӳрече янахӗ ҫине, пуҫне хӑвӑрт пӗшкӗртнӗ капитан сӑмси тӗлнех, хучӗ, вара коридора ластӑк илме чупса тухрӗ.

Отчаянно всплеснув руками, Варнава проворно выхватил из лужи мокрое письмо, затем, решив, что адресату возвращать его в таком виде все равно странно, поспешно разорвал конверт, бегло просмотрел текст и, сунув листок на подоконник, почти к самому носу быстро нагнувшего голову капитана, побежал в коридор за тряпкой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава чейникри вӗри пӑс ҫийӗн куҫарнӑ май пакета шыва ӳкерчӗ, ӳкиччен тытса ӗлкӗрме хӑтланса спиртовкӑна та, савӑт-сапана та ӳпӗнтерсе ячӗ.

Варнава, водя письмом над горячим паром кастрюльки, уронил пакет в воду, но, пытаясь схватить его на лету, опрокинул спиртовку вместе с посудой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хӑй хисеплекен ҫыннӑн килӗшӳсӗр ӗҫне курнӑран вӑл самантлӑха салхуланчӗ, анчах вӑхӑтсӑр айӑплавран сыхланма тӗв турӗ те — Варнава малалла мӗн тӑвасса кӗтрӗ.

На миг стало грустно ему видеть от уважаемой личности неблаговидный поступок, но, опасаясь судить преждевременно, решил он подождать, что будет делать Варнава дальше.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Дюк нумай япала тӗлӗшпе айванрах пулин те — Варнава хӑтланӑшӗ витӗрех курӑнать.

Как ни был наивен Дюк во многих вещах, однако же занятие Варнавы являлось весьма прозрачным.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Сӗтел ҫинче спиртовка, унта чейник сиксе вӗрет; ун умӗнче Варнава тӑрать, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ пысӑках мар конверта пӑс палкамӗ ҫийӗн асӑрхануллӑн шуҫтарать, ҫыпӑҫтаркӑҫа апат ҫӗҫҫипе хӑйпӑтма хӑтланать.

Стоя перед столом, на котором, подогреваемый спиртовкой, бурлил, кипя, чайник, брат Варнава осторожно проводил по клубам пара небольшим запечатанным конвертом, время от времени пробуя поддеть заклейку столовым ножом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пӑхрӗ те — аптӑрасах кайрӗ: Варнава тӗлӗнтермӗш темӗнле ӗҫпе аппаланать.

Но, к изумлению своему, заметил, что Варнава производит некую странную манипуляцию.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫывӑракан урам варринче кӑштах тӑрсан капитан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, Варнава чӳречипе танлашрӗ.

Постояв немного посреди спящей улицы, капитан завернул вправо и, поравнявшись с окном Варнавы.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вырсарни кун Дюк кунӗпех тӗн сӑввисене юрларӗ, Варнава вӗрентӗвне итлерӗ.

В воскресенье Дюк весь день пел духовные стихи и слушал проповеди Варнавы.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Мӗн терӗр? — илтсе юлаймарӗ Варнава.

— Что вы сказали? — не расслышал Варнава.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӗсем курӑнми пулсанах пӳлӗм алӑкӗнче Варнава курӑнса кайрӗ, ҫӳлелле пӑхать, аллисене малалла тӑснӑ, именсе ӳкнӗ капитан патне ҫывхарать.

Едва они скрылись, как Варнава появился в дверях комнаты, с глазами, поднятыми вверх, и руками, торжественно протянутыми вперед к смущенному капитану.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫавӑнпа ҫылӑхлӑ-илӗртӳллӗ тӗнчерен Варнава тӑванӑмӑн тӑнӑҫ кӗтесне чунӑма тасатмашкӑн тухса каятӑп.

Посему удаляюсь от мира соблазнов в тихий уголок брата Варнавы для очищения духа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Алӑкран суккӑртарах, шатра питлӗ йӗкӗт курӑнса кайрӗ, Варнава пӳлӗмӗнчен ирхи апат йӑтса килчӗ: пӗр курка сӗтпе ҫӑкӑр татӑкӗ.

Подслеповатый, корявый парень появился в дверях, таща с половины Варнавы завтрак Дюку: кружку молока и кусок хлеба.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава шухӑшӗпе — капитан сӑнавра пулнӑ май йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтне уйрӑммӑн, пӗччен ирттерме тивӗҫлӗ; ҫакна Дюкӑн укҫа пурри те пулӑшрӗ-тӗр, укҫаллӑ ҫын хӑш-пӗр хӑтлӑх ыйтма пултаратех.

Капитан, по мнению Варнавы, как испытуемый, должен был провести срок искуса изолированно; этому помогало еще то, что у Дюка существовали деньжонки, а деньжонки везде требуют некоторого комфорта.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пӳртӗн пӗр ҫуррине — ятарласа кӑнттам сӗтел-пукан лартса тухнӑ сарлака пушӑ пӳлӗме — Варнава ӑна пачӗ, тепринче вара хӑй вырнаҫнӑ.

Одну половину дома — обширную пустую комнату с нарочито грубой деревянной мебелью Варнава предоставил ему, а в другой продолжал жить сам.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава капитан ҫине мӑн кӑмӑллӑн пӑхкаласа ларнӑ ҫӗртен тивӗҫлӗн ҫӗкленчӗ:

Варнава с достоинством встал, снисходительно посматривая на капитана.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed