Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Левий ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксем халӑха пур тӗлӗшпе те ырра кӑларма пултарайнӑ пулсан (саккунне те халӑха ҫакна шута илсе панӑ), мӗншӗн тата Аарон пек священник мар, Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник кирлӗ пулнӑ?
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудея патши Ирод вӑхӑтӗнче Авий ӑрӑвӗн черетӗнче Захария ятлӑ пӗр священник пулнӑ; унӑн арӑмӗ Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑ, вӑл Елисавета ятлӑ пулнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсӗ вара вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: 13. Эпӗ сире тинӗс урлӑ каҫартӑм, унӑн тӗпне сире валли хӳме тытнӑ урам хыврӑм, сире Моисей ҫулпуҫа тата Аарон священника патӑм, 14. ҫутатса пыракан вут-юпа патӑм, сирӗн хушшӑрта нумай хӑват кӑтартрӑм; эсир вара Мана манӑҫларӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ку — Ездра пророкӑн иккӗмӗш кӗнеки; Ездра вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Азария ывӑлӗ, Азария — Хелкия ывӑлӗ, Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, 2. Ахитув — Ахия ывӑлӗ, Ахия — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Илий ывӑлӗ, Илий — Амария ывӑлӗ, Амария — Асиел ывӑлӗ, Асиел — Мерайоф ывӑлӗ, Мерайоф — Арн ывӑлӗ, Арн — Уззий ывӑлӗ, Уззий — Вориф ывӑлӗ, Вориф — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, 3. Елеазар — Левий йӑхӗнчи Аарон ывӑлӗ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль ывӑлӗсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнӑ; вӗсем килӗшӳ тӑвасшӑн тӑнӑ; 14. вӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫарпа Аарон йӑхӗнчен тухнӑ священник килнӗ, вӑл пире кӳрентерес ҫук, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлти Турра хӑйсем ҫинчен аса илтермешкӗн Аарон ывӑлӗсем хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ, шӑратса-хывса тунӑ трупасем кӑшкӑртнӑ, янӑравлӑ сасӑсем илтӗнсе тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхушӑн Аарон пиллӗхӗпе кӗлтӑвакан чурусенӗн кӗллине илтсемччӗ, 19. вара ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте Эсӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, ӗмӗрсенӗн Турри иккенне, пӗлӗҫ.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Аарон килӗ! Ҫӳлхуҫана мухтӑр.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл — пуҫа сӗрнӗ ытарайми ҫу пек, сухал ҫине, Аарон сухалӗ ҫине, унӑн ҫухи ҫине юхса анакан ҫу пек; 3. вӑл — Ермон тӑвӗ енчен килсе, Сион тӑвӗ ҫине ӳкекен сывлӑм пек: Ҫӳлхуҫа унта пиллӗх, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ панӑ.
Пс 132 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аарон килӗ халӗ калатӑр: [Вӑл ырӑ,] Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе, тетӗр.3. Да скажет ныне дом Ааронов: [Он благ,] ибо вовек милость Его.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа пире асӗнче тытать, [пире] пиллӗх парать, Израиль килне пиллӗх парать, Аарон килне пиллӗх парать; 21. Ҫӳлхуҫаран хӑракансене — кӗҫӗннине те, аслине те — пиллӗх парать.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Аарон килӗ! Ҫӳлхуҫана шан: Вӑл — сана пулӑшаканӗ, сана хӳтӗлекенӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисейпе Аарон священниксем хушшинче, Самуил Унӑн ятне асӑнакансем хушшинче Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене тӑнланӑ.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, кӗтӗве ертсе пынӑ пек, Моисейпе Аарон аллипе ертсе пынӑ.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ хӑйсен йӑхӗпе ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пынӑ ҫынсен аслӑраххине кура кӑтартнӑ ячӗсем: 5. священниксем, Финеес ывӑлӗсем, Аарон ывӑлӗсем, Сарей ывӑлӗн Иоседекӑн ывӑлӗ Иисус тата Зоровавель ывӑлӗ Иоаким; Зоровавель вӑл Иуда йӑхӗнчи Фарес ӑрӑвӗн Давид килӗнчен тухнӑ Салафиил ывӑлӗ пулнӑ, 6. вӑл Перси патши Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пӗрремӗш уйӑхра, нисан уйӑхӗнче, ун умӗнче ӑслӑ сӑмах каланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Священниксем ӗнтӗ мӗн тӗттӗм пуличченех парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа левитсем хӑйсем валли те, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли те пӗҫерсе хатӗрленӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли, хатӗрленӗ.13. А после того приготовили для себя и для священников, братьев своих, сынов Аарона.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.