New
Тен, малтан курнӑ хыҫҫӑнах ыйтса пӗлме те пулатчӗ пулӗ, халӗ вара, пурӑннӑҫемӗн, проповедник ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме мар, ун ятне те асӑнмарӗ Тоня.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Манефа ӑна питӗ ҫывӑх пӗлет (Тоня ҫакна чун-чӗрипе сисет), анчах унран ыйтса пӗлме лайӑх мар.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Вӑл пӗр-икӗ кӗлӗ каҫне килет те пач таҫта кайса ҫухалать, вара каллех кӗтмен ҫӗртен килсе тухать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна пӗр япала хытӑ шухӑшлаттарать: мӗнлерех ҫын вӑл, проповедник, ӑҫтан килнӗскер, ӑҫта пурӑнаканскер?
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Пурнӑҫра урӑх нимӗнле йӑпанӑҫ та юлмарӗ-ҫке унӑн!
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫак илӗртӳллӗ ултав уншӑн темрен те хаклӑ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Проповедник калаҫма тытӑнсанах Тоня чӗринче каллех ҫирӗп ӗненӳ, «турӑ шухӑшӗ», сӑлтавсӑр савӑнӑҫ ҫуралать — вӑл вара турӑ чӑнах пур тесе шухӑшлать е, чӑнласах ӗненнӗ пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫакӑ ӑна шиклентеретчӗ те, вӑтантаратчӗ те, ҫапах «ҫылӑхлӑ туйӑм» ҫамрӑк хӗрарӑм чӗринче куллен-кунах йӑва-ҫавӑрчӗ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Тоньӑна ӗнтӗ кӗлтӑракансем те, ватӑ пресвитер те, уйрӑмах камитле Димитриев-Мурский гимнсем юрлани те кичем пек, унран та ытларах — суя пек курӑна пуҫларӗҫ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Кӗлӗ каҫӗсене ҫӳренӗҫемӗн Тоня ҫамрӑк проповедника хӑнӑхса пычӗ, баптистсен ҫуртӗнче вӑл ҫук чухне тунсӑхларӗ, ӑна тем ҫитмен пек туйӑнчӗ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Анчах юрату сӑлтав шырамасть, хӑйӗн саккунне ҫеҫ пӑхӑнтарать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
«Ҫук, вӑл мана хӑйӗн чипер сӑнӗпе е ытарайми арҫын пулнипе мар, мана пӗртен-пӗр тӗрӗслӗхе — турӑ саккунне вӗрентнӗшӗн килӗшет», — тесе хӑйне хӑй улталама хӑтланчӗ Тоня.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫӗрлесерен, ыйхӑ килмен чух, Тоня хӑйӗн инҫетри упӑшки ҫинчен мар, ҫамрӑк проповедник ҫинчен ытларах та ытларах тунсӑхласа шухӑшлакан пулчӗ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Тата акӑ мӗн тӗлӗнмелле: ҫамрӑк проповедника курнӑранпа, унӑн ӑслӑ та кӑмӑллӑ проповечӗсене итлеме пуҫланӑранпа унччен пӗчченлӗхре пӑчланса пурӑннӑ Тоня чӗринче Манефа сӑнарӗ тӗксӗмленме, унӑн вӑйӑмӗ чакма тытӑнчӗ.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Халӑхран, ӗҫлӗ йышран, чӗрӗ пурнӑҫран уйрӑлма пуҫланӑ ҫыншӑн баптистсен сӑмахӗ пӗртен-пӗр тӗрӗсси пек туйӑнать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Таҫта чӗре тӗпӗнче Лизӑна юратас, ӗненес килни те, баптистсен вӗрентӗвӗ пирки иккӗленесси те пур унӑн, анчах хавшак чӗрере ҫав тӗрӗс иккӗленӳ нумая пымасть.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
«Шуйттан ҫветтуя та астарнӑ», тенине аса илет те Лизӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе яма васкать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Тоня, ҫемҫе чунне хытарса, баптистсем вӗрентнинех асра тытма тӑрӑшать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫапах ҫак «ҫылӑхлӑ шухӑш» часах сирӗлсе ҫухалать.
XII // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Вӑл хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрӗ пӗчченлӗхре, кичемлӗхре иртнишӗн вӑрттӑн хурланать, хӑйне хӑй ӳпкелет.