Corpus of the Chuvash language

New

Анук ҫак сӑнсене ӗмӗр курман пек, халь кӑна ҫут тӗнчене килнӗ ҫын пек пулса, чун каниччен пӑхса тӑрӗччӗ, анчах ҫук, васкамалла, хӑвӑртрах хулана ҫитмелле.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫил вӗрнӗ енче завод трубисем, туса пӗтереймен пысӑк-пысӑк корпуссем сенкер пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫурхи ҫил пит-куҫа ачашласа лӑпкать.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫывӑхри ҫырмара шыв шарлани илтӗнет.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Пӗчӗк-пӗчӗк кӳлленчӗксем хӗвел ҫутипе кӗмӗл пек йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫурхи чӗлтӗрти шыв ирӗлсе пӗтеймен ҫул хыттине ҫие-ҫие кӗрет.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫут тӗнче сасартӑк ӗлӗкхинчен темиҫе хут илемленсе кайнӑ пек пулчӗ уншӑн.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Чӗркеме ӑшӑрах япала ҫуккине сиссе, сасартӑк вӑл хӑйӗн ҫийӗнчи пальтине хывса унпа ачана вӑр-вар чӑркаса тытрӗ, чӑм шыва ӳкнӗ питне тарай тутрипе шӑлса типӗтрӗ, унтан ялкӑшса тӑракан куҫӗсемпе тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Текех ӗнтӗ Анук хыпӑнса ӳксе, хӑраса-туса тӑмарӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Кашни хӗрарӑм аллинче — пӗр-пӗр япала ҫыххи, кил-ҫурт таврашӗнче кирлӗ пулакан ӑпӑр-тапӑр.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Лисук ачана малтанах хатӗрлесе хунӑ шурӑ тутӑрпа чӗркесе тытнӑ ҫӗре ҫунана пасартан таврӑнакан хӗрарӑмсем сырса та илчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ ҫын, хӑй ҫак ҫуркуннехи илемлӗ ҫӗршыва саламланӑ пек аллисене сулса, урисемпе тапкаланса кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм вутпа пӗҫернӗ пекех пулчӗ, тапхӑр-тапхӑр сывлӑшӗ пӳлӗне-пӳлӗне килчӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Лиза урисемпе ҫуна ӳречи пуҫӗнчен тапса тепӗр хут хутланса ӳкрӗ, шӑлне шатӑртаттарса ҫыртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

— Ерипентерех, ерипентерех, хӑвна сиен тӑван, — аран-аран пӑшӑлтатрӗ ҫап-ҫамрӑк акушерка.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫак вӑхӑтра лав тӗлӗнчех, сенкер тӳпере, пӗр пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк — тӑри илемлӗ кӑна юрӑ шӑрантарса ячӗ, пӗрре те ҫуна тӗлӗнчен уйрӑлмарӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Лиза сасартӑк ҫухӑрса ячӗ, хутланса ӳкнӗ пек пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Уринкке карчӑк сӑмахӗсем Анука пӑшӑрхантарсах пӑрахрӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӑл пӗрре те ҫуна ҫумӗнчен хӑпмарӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ывӑлӗ платник пулассине мар, хӑйсене иккӗшне валли тупӑк тӑвассине сиснӗ иккен вӑл…

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Ҫуратнӑ чух хайхи эпиш карчӑк хӑйне те, ачине те вӗлерсе пӑрахрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed