New
— Пӗлме сан Виссариону тем те пӗлет те-ха ав, — кӳрененҫи пулчӗҫ поварсем Лукарие, — уншӑнах, акӑ, ирхи апатра рабочисем ашсӑрах юлаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кухня ӑшӑнса ҫитрӗ, пурте халь шурӑ халатсемпе ӗҫлерӗҫ; чей вӗреме кӗчӗ, вир пӑтти пиҫрӗ, анчах та аш халех пиҫсе ҫитеймест, ҫавӑнпа ирхи апатра пӑтӑпа ҫӑмарта, сырпа услам ҫу пама шут тытрӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Ҫапла-а, — ҫухалса каймарӗ Лукари, — пӗлет Виссарион кам вӑратсан вӑранмаллине.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Халь те кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Паҫӑр вӗсен кӑмӑлӗшӗн хӑранӑччӗ аслӑ повар, пӑх-халӗ, Лидякпа Лукари сивӗре те ҫынсен чунӗсене сивӗнме памарӗҫ вӗт.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кун хыҫҫӑн кухньӑрисем хаваслӑ кулӑпа ахӑлтатрӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лукари пырса вӑратасса кӗтнӗ-мӗн хайхи.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Халь пӗлетӗп ӗнтӗ сӑлтавне.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Лидяк енчен енне пӑхкаларӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ма апла-ши теттӗм малтан, эп вӑрататӑп-вӑрататӑп, хулпуҫҫинчен силлесе те пӑхатӑп — хӑнк та тумасть пирӗн Виссарион, ӑй-уй, ма вӑратаймастӑп-ха ӑна теттӗм.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тин пӗлтӗм вӗт сӑлтавне!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫав самантра Лидяк, ирхине электроэнерги ҫук чухне яланах кухньӑна килекенскер, халь яшка вӗреме кӗнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗрен пуль-и, пӗҫҫисене шарт! тутарчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ахальтен ӑна вӑратма васкатӑп-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Пӗрре мар илтнӗ куна вӑл.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Мӗнле илтмест! — мӑнттай куршакри шыв вӗреме кӗнипе кӗменнине тӗрӗслекен Лидяка пӳлсех каласа хучӗ Лукари.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тӳссе тӑраймастчӗ, килетчӗ вӗҫтерсе.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Шел, сан сӑмахусене вӑл илтмест.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ни тулта, ни кухньӑра, ни кунта, — кӑкӑрне аллипе тӗллесе кӑтартрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Виссарионсӑр вара… ним те май килмест.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Теприне вӑратнинчен… мӗн усси, — терӗ вӑл кӑштахран, хашш сывласа, — ҫывӑртӑрах-иҫ апат пиҫиччен.