Corpus of the Chuvash language

New

Сути, ача ҫуралассине пӗлсенех, вӑрмана кайса ҫӑка каснӑччӗ те хуппине сӳнӗччӗ, хупне виҫӗ каска айне хурса типӗтнӗччӗ, ҫӗнӗ пушӑтпа ҫӗнӗ сӑпка ҫӗленӗччӗ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ачи ҫурални ҫинчен ҫырнине те мӑнтарӑн ҫынни вуласа савӑнайман пулмалла.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ывӑлӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайрӗ, ҫыру ярса та ӗлкӗреймерӗ, йывӑр хуйхӑллӑ хыпар килсе ҫитрӗ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ӑҫтан чӑтса тӑтӑр-ха вӑл?

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӑнукӗ хӗрача пулнипе хурланмасть, вӑл ӑна питӗ юратать те хӗрхенет: «Ашшӗ-амӑшсӗр тӑрса юлмалла марччӗ те ҫав ман манукӑн», — тет хӑй аллипе лартса ӳстернӗ улма-ҫырла йывӑҫҫи хушшинче ҫӳренӗ чухне те, ҫырма хӗрринчи мунчине килленсе кӗнӗ чухне те ҫын аллипе кӑвар туртма юратакансене, ҫӗнӗ вӑрҫӑшӑн, юншӑн антӑхакансене тарӑхать, ятламасӑр тӳсеймест.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑл та пулин хӗрача.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Йӑх-тӗпне малалла тӑсаканни те пӗр ача кӑна.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кинӗ те ун вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ вӗт-ха.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Асне илет те ывӑлӗ юлашки вӑрҫӑран таврӑнайманнипе чӑтма ҫук хурланать.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫамрӑкла вилнӗ мӑшӑрне питӗ шеллет, пӗртен-пӗр ывӑлӗ амӑшсӗр ӳснине аса илет.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Атте-анне мана лаша тирӗ пек хулӑн тирпе ҫуратнӑ, шӑнса та вилмен, такӑнса та ӳкмен, эккей мар-им», — тет вара вӑл.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сутниксен йӑхӗнчен чи вӑрӑм ӗмӗрли пулса тӑнӑ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑй уксах пулин те лара-тӑра пӗлми ӗҫленӗ, ял ҫинче сумлӑ, кил-йышра хисеплӗ этем пурнӑҫӗпе кун курса пурӑннӑ та пурӑннӑ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӑнччук ҫав ҫулсенче авланнӑ, чи малтан колхоза кӗнӗ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пирӗн ҫӗнӗ Сутник теме тытӑннӑ ӑна.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑйне-халне шеллемесӗр ҫӗнӗ пурнӑҫ тума тӑрӑшакана ялйыш пыра-киле ӑнланса илнӗ вара.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Анухрие халӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн Ҫӗпӗре ӑсатнине ялта никам та тӗплӗн пӗлмен, ҫавӑнпа Пӑнччука тӗрӗс сӑмаха тӳрре кӑларма ҫӑмӑл пулман.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӑнччука, ун мӑн аслашшӗ сутник пулнӑ тесе, чухӑнсен комитетӗнчен кӑларнӑ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чееленсе элек, усал сӑмах сарма та вӑтанса тӑман.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пуянсемпе куштансем ӗҫкӗпе ашкӑнма юратакансене эрех ӗҫтернӗ, укҫа панӑ, Совет влаҫӗ майлисен пӳрчӗсене тӗртсе ҫунтарма хӗтӗртнӗ.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed