New
— Сывӑ пултӑр ӑна ҫуратнӑ амӑшӗ!
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Иваҫ Ивашов вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать те: — Сывӑ пултӑр экстра электрик Виссарион Данилов! — тесе кӑшкӑрать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сивӗ палаткӑрисенчен кам мӗнле кӗтсе илет ҫутӑпа ӑшша.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Шакка сехет тукмакӗ — пурӑнать «Чувашия» стройучасток!
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Чимӗр, кӑштахран сивӗ-нӳрӗ палаткӑра е будкӑра хӗрлӗ йӑрӑм тӗттӗме майӗпен шӑтарса кӗрет ак, тӳрех электрокӑмака енне ҫаврӑнса пӑхатӑн вара — эхе, ҫунать иккен вӑл, пуриншӗн те ытараймискер, хӗрелсе ҫунса ӑшӑ та кӑларать ав; ӗнтӗ стена ҫинчи тӑрӑхларах кнопка пекскерне пус халь — электролампӑсем ҫуталса каяҫҫӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мӗншӗн тесен участокри пӗтӗм пурнӑҫ, «экстра сантехник», Иваҫ каларӑшле, «экстра электрик Виссарион экстра хастарлӑх кӑтартичченлӗхе» чарӑнса ларать, хуть те сехете ан шаккаттар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ирӗксӗрех, Виссариона ӑнӑҫу сунса, лайӑхрах витӗнсе выртма тивет.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Пӗрех ним те тӑваймастӑн эс халь, ниҫта каяймастӑн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Утиял айӗнчен тухма та шиклӗ, электроэнерги ҫук-тӑк, мӗн усси тата тӑрса тумланнинчен?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Уйрӑмах палаткӑрисене кансӗр: тӗттӗмре нимӗн курӑнманни ҫитмест — сивӗ, нӳрӗ тата.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫав тери пысӑк чӑрмав вӑл электроэнерги ҫукки, пысӑк инкек тесен те ытлашши мар: будкӑсемпе палаткӑсенче ВД-70-2 тата ВД-70-4 электрокӑмакасем сӳннӗ, столовӑйӗнче кухня ӗҫлемест, тата — тӗттӗм…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Капла, участокра электроэнерги ҫук-тӑк, пӗр-икӗ минутрах тумланса, мӗнпур хатӗр-хӗтӗре илсе, тула ыткӑнса тухма май пур.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫапла, пурте ал айӗнче.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кравать пуҫӗнче — инструмент сумки…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сӑран туртса ҫӗлеттернӗ кӗске пальтипе ҫӗлӗкне йывӑҫ шкап ҫинчи пӑтаран ҫакать, кӗске кунчаллӑ аттине электрокӑмака ҫывӑхне лартать — типшӗнтӗр кӑштах; выртнӑ ҫӗртех ал ҫитмелле вырнаҫтарнӑ тумбочка ҫинче — икӗ электрохунар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫанталӑк пӑсӑлассине сиссен, Виссарион хывӑнмасӑрах выртать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Юратинччӗ мана ҫапла…»
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
«Ав мӗнлерех юрату иккен унӑн!..
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Римма ун ҫине пӑхрӗ те, комиссар куҫӗ шывланнине асӑрхасан, чӗтренсе илчӗ:
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Сан пеккисен телейлӗ пулмалла та…