Corpus of the Chuvash language

New

Унсӑрӑн — картла пит-куҫна, ӑстаҫӑ, ҫынсенчен намӑс!

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫук, ҫынсене усӑ кӳмелле унӑн, ҫынсен пурнӑҫне илемлетмелле.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫавна ним уссӑр лартасшӑн нумай-нумай ҫын вӑй хунӑ пулать-и?

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Мӗн чухлӗ унра паха металл?

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хайхи япала икӗ ҫул чунсӑр ларакан холодильник иккенне, — унтан та ытларах, ӑна «быткомбинатра тӑватӑ хутчен ӑнӑҫсӑр сывлаттарма» хӑтланнине пӗлсен вара, Виссарион самантрах тарӑхса кайрӗ: тӳсме пултараймасть вӑл тимӗр-тӑмӑр тавраш чунсӑррине, ним усӑсӑр, ҫынсене кансӗрлесе выртнине; тимӗре ӑна ҫӗр айӗнчен алтса кӑлараҫҫӗ — тӳрех тимӗр те мар, тимӗр тӑприне кӑна, кайран тимӗрне уйӑрса илме сахал вӑй-хал кирлӗ-и, хайхи япалине тума тата?

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кирек те мӗн ӑсталама хавасскере ҫавӑ пӗр-пӗр ҫӗнӗ конструкцилле тумбочка е сӗтел пек туйӑннӑччӗ.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Чӑн та, тӗпеле кӗнӗ ҫӗрте ларакан, ҫиелтен кавир татӑкӗпе витнӗ пысӑк кӑрупкӑ евӗрлӗ япалана тӗллесе: «Мӗскер ку?» — тесе ыйтнӑ чухне чапа тухас шухӑш асра та ҫукчӗ унӑн.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шӑпах ҫак самантра ӗнтӗ Виссарион Тылымра чапа тухас ҫул ҫинче малтанхи утӑм турӗ.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ним сӑлтавсӑрах атту механизатор ытла хӑвӑрт улшӑнмӗччӗ.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫакӑ Виссариона килӗшсех каймарӗ, ку — Совет Союзӗн Геройӗ темерӗ пулӗ те, тен, маршал ачи ку тесе хучӗ?

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шалтах тӗлӗннӗ йӗкӗте малалла аварла темӗн каларӗ; кил хуҫине итленӗҫемӗн бульдозерист пит-куҫӗ ҫуталса пычӗ, хайхискер кӗҫех Виссарион ҫине ӑшшӑн та ытараймасӑр пӑхрӗ, сӑран туртнӑ курткине хывса ҫакса, сӗтел хушшине ларчӗ те: — Юрать, — терӗ, электрик аллине чӑмӑртаса, — паян эп сирӗн алӑра…

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ӑнлантӑн-и? —

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Ҫак хаклӑ хӑна, — Виссариона хулпуҫҫинчен ҫатлаттарчӗ Керал, — ӑҫталла утать паян — ун умӗнче ҫул уҫса-хырса пымалла бульдозерпа.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Мӗн тумалла? — хыпӑнчӑклӑн ыйтрӗ ҫамрӑк йӗкӗт, пурте чупса кӗнӗскер.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Анчах тултан хӑватлӑ кӗрлев илтӗнни унӑн ырӑ ӗмӗчӗсене йӑлт пӑтраштарчӗ.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вӑл маттур купӑсҫӑ иккенне, тен, хӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ-ха.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Чӑвашсем канура та маттуррине курччӑр Тылымра.

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кармунь илсе килтерес шухӑш та пурччӗ Виссарионӑн, канас-тӑк канас пӗрре!

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Пиҫ-пиҫ, палан, пиҫ, палан, Пиҫ-пиҫ, палан, пиҫ, палан…

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Виссарион унпа килӗшсе, пуҫне сулса илчӗ те хуллен юрласа ячӗ:

Help to translate

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed