New
Чӗкеҫ тулса тӑкӑнас кӑмӑлпа ахӑлтатать, акӑ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӗкеҫпе Валерий куҫ умӗнчен каймарӗҫ: акӑ йӗкӗт пырса кӗрет, Чӗкеҫ ӑна хирӗҫ шӑл йӗрсе пырать, акӑ йӗкӗт ӑна ачашлать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ним те алла пымарӗ, утӑ пӗрнине пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарчӗ, кӗреҫе илчӗ, каллех хучӗ, йӗри-тавра ним курмасӑр пӑхкаларӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь вара ҫамрӑк учитель ӑсран тайӑлмарӗ пуль-ҫке?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чи кирли — йӗркерен тухман, ят яман хӗрарӑм вӑл Ольон.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӗкеҫрен Ольон виҫӗ ҫул ҫурӑ ҫамрӑкрах, Чӗкеҫрен лайӑхрах тумланать, Чӗкеҫрен тасарах, вырӑнӗ-тӳшекӗ те лайӑхрах, тепӗр тесен, сӑн-пуҫпа та унран юлмасть.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Каймасӑр» тӳсейми патнех ҫитсен — хӗрарӑм ҫук мар вӗт.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук-ҫук, Валерий Никандрович унта вӗренпе сӗтӗрсен те каймасть.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кирек хӑш арҫынна та пӗр турткаланмасӑр йышӑнакан хӗрарӑм патне-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӗкеҫ патне-и?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анна хыпарне ҫапах чунӗпе йышӑнмарӗ вӑл.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн тӑвӑн, ҫак хыпар Ольон асӗнчен те тухмарӗ, лайӑх-и ку, лайӑх мар-и, — ун пирки пуҫне ватсах каймарӗ, — хӑй те учитель каҫсерен ӑҫта кайнине сӑнасах тӑчӗ, Нинӑна та урок хыҫҫӑн ӑна куҫран ан вӗҫерт терӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗркунсенче кӗпе ҫӗлесе панӑ Анна, тепӗр урамра пурӑнаканскер, хваттерти учитель пирки сӑмах майӑн каларӗ хучӗ: тем, унашкал хӳхӗмскерех ниҫта каймасӑрах пурӑнмасть пуль, арҫын шухӑшӗпе кайнине калатӑп эп, иртнӗ эрнере Чӗкеҫ «Ольон патӗнчи учителе астарса кӗрес ҫук — пурӑнмастӑп та» тени асран тухмасть…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакӑ Ольона, ӑна пирӗнпе пӗрлех лайӑх тесе, савӑнтарнӑччӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шкулти каҫсене хутшӑннине тата хушӑра-пӗрре улаха кайкаласа килнисене шута илмесен, ӑна каҫсерен килте ҫеҫ курма пулать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗрсемпе ҫӳрени сисӗнмерӗ, каҫсерен килте калаҫса-шӳтлесе ларкаларӗҫ, ытларах — вуларӗ, института кӗме хатӗрленчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тахӑш пухура вӑл интереслӗ доклад туни пирки калаҫкаланисене те кӑмӑллӑн итлерӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Физкультурӑра питӗ ӑста иккен — куна Ольон йӑмӑкӗ урлӑ ҫеҫ пӗлет; купӑс лайӑх каланине, клубра питӗ килӗшӳллӗ юрланине, ӑна ялти хӗрсем ытараймасӑр пӑхса ларнине вара хӑй куҫӗпех курчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫамрӑк каччӑ хӑвӑрт ят-сум илчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий Никандрович апатланма килӗшменччӗ.