New
Вӑл Макҫӑмран тӑнлӑрах, пурнӑҫри вырӑнӗпе те ҫӳллӗрех.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗншӗн тесен вӑл, Туя Петӗрӗ, Макҫӑмран сывӑрах-ҫирӗпрех.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑл тепӗр хут Уринепе Макҫӑм ҫине пӑха-пӑха илсен тата хӑй вӑйӗ-туртӑмӗ хӑватлӑн тапса тӑнине туйсан вара, «мана-ччӗ!» тесе татӑклӑн та уҫӑмлӑн, хӑй мӗн тӑвасшӑннине, хӑйне мӗн кирлине пит лайӑххӑн пӗлсе каларӗ: ҫак чипер ҫамрӑк хӗрарӑмӑн унӑн та пулмаллӑ, унӑн — ытларах та, ан тив, вӑл Макҫӑм арӑмӗ шутлантӑр, ан тив, вӑл Мак-ҫӑм патӗпче пурӑнтӑр — хӗрарӑмӑн мӗн тумаллине вара, хӗрарӑма ҫутҫанталӑк мӗн пӳрнине унпа ытларах, лайӑхрах тутӑр, юраттӑр ӑна, кӗттӗр, алкумне тухса кӗтсе илтӗр.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку хутӗнче ҫак сӑмахпа ҫыхӑннӑ шухӑш уҫӑмлана пуҫларӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хайхискер Макҫӑма сӑнарах пӑхрӗ, ӑна хӑйпе танлаштарчӗ, вара каллех: «Маначчӗ…» — тесе хучӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Маначчӗ…» — вӑрттӑн шухӑшларӗ вӑл, малтанласа сак сӑмахсене хӑй те ӑнланса ҫитереймесӗр.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Урине пӳртре ярӑнса-авӑнса ҫӳрерӗ, сӗтел хушшинче кил хуҫипе тӗлме-тӗл ларакан Петӗре вӑл эрехрен те ытларах ӳсӗртсе ячӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрҫӑ пулман-тӑк, паллӑ ӗнтӗ, Урине йышшисем Макҫӑм пеккисем ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмӗччӗҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрҫӑ ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх тума, Урине пек хӗрарӑмсем Макҫӑм пек арҫынсене те тивӗҫчӗр тесе кирлӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Макҫӑм арӑмне курма кайсан, тӗлӗнмелле те, Петӗр пуҫласа вӑрҫа ырларӗ: вӑрҫӑ пулман-тӑк, ку чипертен чипер хӗрарӑм ку нӗрсӗртен нӗрсӗр арҫынна качча тухмастехчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Петӗр ӑна пуҫласа тӗл пулнине аса илчӗ, аса илнӗ май ҫав чипер хӗрарӑма тепӗр хут тарӑхса ларчӗ: «Ухмах эс, халь те пурӑнаттӑн пурӑнма пӗлнӗ пулсан, ҫавнашкал хитре сӑнпуҫпа, тур панӑ кӗлеткепе те пурӑнма пӗлмерӗн вӗт!»
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Урине тата чисти ухмахах пуль…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Петӗр пӑртак шухӑшларӗ те кӗлетрен хӑйсем валли татах икшер михӗ илсе тухма хушрӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Ҫавах пухура списать тутармалла, вунӑ кило-и е пин те вунӑ кило-и — пухушӑн пӗрех мар-и, сӑлтавӗ пур…» — ӑнлантарчӗ кӗлет хуҫи.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав каҫхине Мӑкшӑ Макҫӑмӗ ун патне икӗ михӗ тырӑ хурса пычӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ан тив, терӗ, ытти хӗрарӑмсем те курччӑр Петӗр кӑмӑлне хирӗҫлени ӑҫта ҫитерессине…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Темиҫе хутчен пырса та хӑй ҫумне вырӑн сарса вырттарманшӑн тавӑрчӗ, ҫӗрле хӑй патне кӗртменшӗн «ӑс парса» илес терӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, тырӑ вӑрланӑшӑн мар.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗссипе, ун чух вӑл ӑна тырӑ вӑрланӑшӑн ҫурхи Хӑнтӑрта иштермерӗ, ҫав шӑтӑкран нумай юхтарайманнине пӗлмест мар, тата хӗрарӑм хӑй аллипе кӗлет пӗренине ӑҫтан-ха шӑтартӑр?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вуттине те ҫунашкапа туртма тивмӗччӗ…