New
Татюка кӗске переменӑсенче ҫеҫ куркалаканскер, паян пӗрремӗш хут асӑрхарӑм ун хитрелӗхне.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Пичӗ тӑрӑхларах, куҫӗсем чакӑр, сылтӑм питҫӑмарти ҫинче — кантӑр вӑрри пысӑкӑш турпалли.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Ҫӳҫне, пӗр ҫӗре пуҫтарса, пуҫ тӳпине чашӑк евӗр купаланӑ.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Ҫӑматтине хывса хунӑ — уринче ӳт тӗслӗ капрон чӑлхапа йӑлтӑр хура лакпа сӑрланӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфли.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Татюк витӗр курӑнакан, тарӑхтарнӑ кӑркка пек хӑпартланса тӑракан ҫӳхе пурҫӑн платьепе.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Тавҫӑрса илсен, Крахъян сассипе: — Пурри пур-ха та… Кӗсьӗр ҫӳхерех мар-ши, Алтати? — терӗ.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
— Мӗн, мӗн? — пит виткӗҫне ҫӗклерӗ Татюк.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
— Ара, сирӗн пӑру, тына пӑру сутлӑх пур, терӗҫ те… — сасӑпах персе ятӑм, хӗре тӑрӑхласарах сӑнаса.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Унашкал калаҫма, чӑнах калатӑп, ятарласа уҫнӑ курсра вӗренмелле: «…и-и, сывах-ха, Крахъян тӑхлач, сывах. Ара, сирӗн пӑру, тына пӑру сутлӑх пур, терӗҫ те».
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Чӗлхи-и!

Пӗчӗк минтертен тунӑ курпунне мӑкӑртать те тӑк-так! тӑк-так! тутарса ҫӳрет сцена ҫинче патаккипе.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Тӑхӑнса ярать те авалхи чӑваш хӗрарӑм кӗпине — сурпан ҫыхать, тенкӗ ҫакать — пыр та уйӑр вара ӑна лара-тӑра пӗлмен кинемирен!
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Уйрӑмах вӑл карчӑк ролӗсене лайӑх вылять.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Спектакльсенче те ӑста вылять.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Художествӑллӑ пултарулӑх кружокне ҫӳрекенскер, ял халӑхне кашни концертрах юрӑсем юрласа савӑнтарать.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Сасси хитре Татюкӑн.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Шавлама, алхасма юратакан пуҫтахсем те ун умӗнче ҫӑвара шыв сыпаҫҫӗ, вырӑнсӑр сӑмах персе ярасран асӑрханаҫҫӗ.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Юратаҫҫӗ ӑна ачасем, хисеплеҫҫӗ.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Ҫамрӑкскер, ҫӑмӑл та вашаватскер, пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет, такампа та кирлӗ чӗлхе тупма пултарать.
6 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.
Татюк — Татьяна Николаевна Тарасова — кӳршӗ ял хӗрӗ, Упакассинче пионерсен аслӑ вожатӑйӗ пулса ӗҫлет.