Corpus of the Chuvash language

New

Ҫакӑн хыҫҫӑн чи ваттисем (икӗ-виҫӗ ҫын) хӑйсемпе пӗрле сӑмакун, сӑра, икерчӗ, ҫӑмарта, кукӑль илсе масар карти патне кайрӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ҫавӑнтах вӗсем кӑвайт чӗртрӗҫ, вара усал-тӗселсенчен тасалас тесе ушкӑнӗпе вут урлӑ виҫӗ хут сикрӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ял витӗр тухсан, икӗ ушкӑн (пӗр 25-30 ҫын) масар патӗнчи уҫланкӑра пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Шатӑрмапа шатӑртаттаракансем сӗренҫӗсем умӗн малта иккӗн пычӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Пилеш хуллисемсӗр пуҫне усалсене вӗсем шатӑрмасемпе те хӑваларӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Йӑлине туса ирттерсен, вӗсен аллинчен тӗрлӗ сӑйсем пуҫтарчӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Хуҫисем тухсан ҫак сӑмахсенех каласа вӗсене те чир-чӗрсенчен сиплерӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

«Сӗрен! Сӗрен! Чир-чӗр кайтӑр!» тесе хапхасене, калинккесене, картасене, мунчасене, кил карти таврашӗсене пилеш хуллисемпе ҫапса тухрӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Малтан вӗсем икӗ ушкӑна пайланса ялти кашни киле кӗрсе тухрӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ӑна сӗрен хӑвалакансем (ытларах ҫулланнӑ вӑй питти арҫынсем тата авланман ҫамрӑксем) ӗлӗкхи йӑлана пӑхӑнса турӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Асавпуҫ ялӗнче сӗрене кӑҫал апрель уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аслӑ Мӑнкун хыҫҫӑн тунти кун уявларӗҫ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче Сӗрене Асавпуҫ, Ҫӗньял, Кӑтаймас (Авӑркас районӗ) тата Йӗркен (Мелеуз районӗ) ялӗсенче ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗрен ӗлӗкрен килекен йӑла пулсан та, хӑш-пӗр ялсенче ҫак уява халь те манӑҫа кӑларман-ха.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Кам укӑлча патне кая юлса ҫитет, ҫавна усалсем ҫакланаҫҫӗ тенӗ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Урӑх ҫӗрсенче сӗрен ачисем ял укӑлчи таран ӑмӑртса чупнӑ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Енчен те пӗрер ҫын каялла ҫаврӑнса пӑхать е калаҫать, вӑл килес ҫулччен вилет тенӗ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Яла таврӑннӑ чухне каялла ҫаврӑнса пӑхма тата сӑмах калама юраман.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Шурӑмпуҫ ҫывхара пуҫласан усал-тӗселсенчен тасалас шухӑшпа «Чир-чӗр кайтӑр!» тесе пурте вут урлӑ виҫӗ хут сиксе каҫнӑ та килӗсене таврӑннӑ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Ҫавӑнпа юлашки апат-ҫимӗҫе масар ҫине кӗрсе Масар пуҫлӑхӗпе хуралҫине асӑнса хывнӑ е ҫерем ҫине кайӑк-кӗшӗк валли купаласа хӑварнӑ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Сӗрен уявӗнче пуҫтарнӑ ӗҫме-ҫимесене каялла илсе килме юраман, ялти выльӑх-чӗрлӗх вилсе пӗтет тенӗ.

Help to translate

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed