Corpus of the Chuvash language

New

Эхе, мӗнле пулса тухать-ха капла?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паллӑ, тем тесен те, Сантӑра лере нимех те тӑваймаҫҫӗ, тем тесен те, Акимовӗ Сантӑра хӑратайман, ҫавӑнпа лери пуҫлӑх ку ҫынран пулӑшу ыйтнӑ, ку ҫынни хӑй те, виҫӗ телефон аппарачӗ умӗнче лараканскер, Сантӑра тӳрех путараймасть, атту манран пулӑшу ыйтас ҫукчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тата, — шухӑшсем уҫӑмланса пычӗҫ, — мӗншӗн-ха ку ӗҫе мана явӑҫтарасшӑн?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ҫыншӑн тӑрӑшакан апла калаҫмасть, ҫыншӑн тӑрӑшакан куҫӗсем урӑхларах пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Ҫук, ку ҫын Сантӑршӑн тӑрӑшма, Сантӑра пулӑшас-ха тесе пуҫне ватма пултараймастех, — татӑклӑн шухӑшларӗ хӗрарӑм.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Наттал аппа, тӳрленсе ларса, тепӗр хут Усанова куҫран тинкерчӗ, партсекретарь ӑна хирӗҫ пӑхма хӑяймарӗ, куҫӗсене тартрӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ак ку пуҫлӑх тата — улаха каяс хусах пек каҫӑрӑлаканни — ҫынна ырӑ тӑвасшӑн хыпкалантӑр-и?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Леш Акимовӗ ун чухне кӳршӗ хваттерсене те кӗркелесе «Курмышовсем мӗнле пурӑннипе» интересленнӗ, шкула пырса Соньӑран «аҫупа аннӳ мӗнле пурӑнаҫҫӗ?» тесе ыйтнӑ-мӗн, ҫакӑ вӑл ырӑ меслет-им, ҫемьене ҫирӗплетме пулӑшни-им ҫавӑ?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Кун пеккине пӗрре мар куркаланӑ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хирӗҫӳре-мӗнре пуҫлӑхсем, ҫынна тапӑнас тесен, темле киревсӗр майсемпе те усӑ кураҫҫӗ — хӑйсем ҫиеле тухса пултӑр.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑл Сантӑртан «ырӑ майпа» хӑтӑласшӑнни те иккӗлентерет.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хӗрарӑм кабинет хуҫи ҫине сӑнарах пӑхрӗ: ҫук, вӑл ырӑ шухӑшлӑ, ҫынна пулӑшас кӑмӑллӑ пулнине ӗненме темӗн чарса тӑрать.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Секретаре ӗненмесен кӑна…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӑн та, ҫынни ку Сантӑра ырӑ тӑвасшӑн, ҫакна пӗлсен Элис та, тен…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Е, тен: «Пирӗн Сантӑр сан пеккисенчен хӑраса тӑмӗ-ха!» тесе хуратчӗ?..

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Кам эсӗ Сантӑр ҫумӗнче!» тетчӗ-ши?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗн калатчӗ-ши ҫак ҫынна?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Элис ку лару-тӑрура та унашкал пуҫа усса лармастчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шел, Элиспа пӗрле килмеллеччӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫавӑнпа ун ҫитменлӗхӗсене шыраҫҫӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed