Corpus of the Chuvash language

New

Мӗн пытарас, кунашкаллисене халь ытла та сайра тӗл пулатӑн.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков ӑна уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, шухӑшне тӳррӗн каланӑшӑн, пач та суйма пӗлменнишӗн килӗшет.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫырма пӗлет, Эппин, халлӗхе урӑх ятпа пысӑках мар статьясем ҫырса тӑтӑр, ятне кунашкал янӑ хыҫҫӑн хӑй ячӗпе юрамасть; каярахпа ӑҫтан пӗлес, тен, Паркин ӑна редакцие ӗҫлемех чӗнсе илӗ-ха.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫынни ку — пултаруллӑ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пантиков ҫав териех пусӑрӑнчӑкки, сӑн-питрен самаях туртӑннӑн курӑнни Паркина хытах тӗлӗнтерчӗ: таҫти темле хӗршӗнех ҫапла кулянмалла-и вара: ун ӗмӗрне пикесем ҫитеҫҫӗ; райкомран кӑларса янӑшӑн та пуҫа усмалла мар: каярахпа куна та манса каяҫҫӗ ак, пӗр-пӗр пысӑкрах пӑтӑрмах сиксе тухтӑр кӑна — ун «историне» аса илекен те юлмӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Гриша пӗлессе, парӑнман хӗр ҫук, хӗр пуҫне ҫавӑрма пӗлмен арҫын вара питӗ нумай.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Гриша вӑл Валерий мар, хӗре кӑмӑллӑн, йӗркеллӗн ҫавӑрӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Апла-тӑк Паркин та унпа паллашма тӑрӑшӗ, йӗркеллӗ паллашсан вара ӑна райком урлӑ Шупашкара пӗр-пӗр слета е канашлӑва пыма май тупса парӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тен, ҫав териех хитрескер-ха?

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Май килсен, леш хӗрне те курасчӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лайӑх калав валли темскер пурах ҫакӑнта.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Куна Лапухин хӑй те шалтах тӗлӗнсе пӗлтерчӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий пурӗпӗр ҫав таҫти пике ҫинчен пӗр-икӗ сивӗ сӑмах каланӑшӑнах райком секретарьне ҫапса ӳкерет.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тата леш хӗрӗ ун ятне пылчӑкпах варалать темелле.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Гриша Паркин пулас писатель валли шутламалӑх пур: мӗншӗн-ха Пантиковӑн Сӑрҫире хӗр нумай тата хӗрсем хӑйне тиркесе кайман ҫӗртех таҫта ҫити «юрату» шыраса кайма тивнӗ, мӗншӗн-ха пӗр чиперккине вӑйпах, ирӗксӗрлесех хӑйне «юраттарма» тӑрӑшнӑ?

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Командировка тӗллевне те пурнӑҫлас шутпа, Гриша Паркин Пантикова шыраса тупрӗ, ӑна шыранӑ май тепӗр интереслӗ япала, — ку та хӑйӗн пулас калавӗ валли тема мар-ши? — пӗлме ӗлкӗрчӗ: пирӗн Валерий Пантиков таҫти аякри хӗре чунранах юратса пӑрахнӑ, ытла инҫе иккенне пӑхмасӑрах ун патне ҫӳрекеленӗ, леш хӗрӗ ӑна ҫывӑхне ярасшӑнах пулман иккен те, ку вара ун кӑмӑлне ирӗксӗрлесех, вӑйпах ҫавӑрма хӑтланнӑ, таҫти чипер хӗрӗ кун пирки райкома пӗлтернӗ…

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Темех мар, Лапухин хаваслӑ каҫ шантарчӗ ав.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл кану шутӗнченех виҫӗ кун илсе Сӑрҫирен кайнине, эрнекунсӑр та таврӑнас ҫуккине пӗлмен-ҫке.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӑн тӗллевӗ вара Ларисӑпа тӗл пулассиччӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Обком бюровӗн членӗ пек мар.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed