New
— Мӗнле «изменение» шута илет, нивушлӗ уҫӑмлӑн калама май пулман?»
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Мӗн каласшӑн кунпа вӑл? — килчӗ тарӑху.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Изменений не ожидается желаю дружной вдохновенной работы Усанов», — вуларӗ вӑл, хумхануллӑн сывласа илсен, аллисем лаштах усӑнчӗҫ, тепӗртакран куҫӗсемпе тепӗр хут ҫак йӗркесене тӑрӑнчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хуралҫа алӑка шаккаса кӗчӗ, телеграмма парса хӑварсан, постра никам та ҫук тесе, васкасах тухсах кайрӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кунта килсе ҫитсенех, парти райкомне кӗрсе хӑй участок йышӑннине официаллӑ пӗлтернӗ чух та ҫаплах асӑнчӗҫ ӑна, комиссарӑн опыт пысӑк — унпа тачӑ ҫыхӑну тытӑр, вӑл сире пулӑшӗ терӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пах-халӗ, ятне те тупса панӑ вара — «комиссар».
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Курмышов пӗччен марри, нумайӑшӗ ун сӑмахне хӑлхана чикни, райкомпа райӗҫтӑвкомран та телефонпа час-час «комиссара» ыйтни — пушшех начар.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Костя мӗскершӗн тӑсса пырать ку ыйтӑва?» — тарӑхрӗ Акимов.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шел, партком секретарӗнчен Усановран хыпар ҫук, лере Курмышов пирки мера йышӑнма вӑхӑт ӗнтӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чи малтан унран хӑтӑлмалла, кайран ытти ӗҫсем хӑйсемех пулса пырӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Стройматериалпа техникине хуть те ҫак уйӑхрах ярса паччӑр — Курмышов пуррипе Акимов хӑйне кирлӗ пек йӗрке тӑваймасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗтӗм чӑрмав — унра.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Курмышов ҫук-тӑк, шӑпах ҫапла пулатчӗ те.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Малтанхи утамрах такӑнасса, Курмышовсемпе Кулаковсем хӑйне хирӗҫ тӑрасса тӗлленменччӗ те, пачах урӑхла — участокра пурте унран хӑрасса, вӑл хушнисене чупсах пурнӑҫласса кӗтнӗччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шӑпах ҫак тӗллевпе, ӗҫсене татӑклӑн лайӑхлатас тесе, Акимова Благий вырӑнне лартаҫҫӗ пуль.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку ахалех паллӑ мар-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӑн та, Пятин управляющи ӑна кунашкал задани паман, строительствӑна хӑвӑртлатасси пирки те шарласах каймарӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫӗнӗ вырӑна вӑл акӑ мӗнлерех ӑнланчӗ: рабочисем стройучастокрах пурӑнаҫҫӗ, малтанхи кунранах йӗркене хытар та, кунпа пӗрлех лайӑх тӳлеме шантар та — ӗҫлеттер мӗн ӗҫлеме пултариччен, мӗскер унта ӗҫ кунне, канмалли кунсене пӑхса тӑмалли; сысна, хур-кӑвакал ӗрчетме пӑрахтармалла, икӗ пин ҫухрӑм таран килсе выльӑх усрани — ял кулли мар-и ӗнтӗ, пысӑк хаҫатри фельетон валли тема вӗт ку, Пантиков йышши журналистсем ҫеҫ унашкал тӳнтерлӗхре ним усаллине те курмаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пысӑк ӗҫ шаннӑшӑн питӗ савӑннипе вӑл-ку пирки шухӑшлама та ерҫмерӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Итлетчӗҫ ӑна, ҫӗнӗ пуҫлӑх кӑмӑлне, вӑл мӗн ыйтнине тивӗҫтерменни сайра пулкалать.