New
Морозова ҫырӑвне вӑл паянах Гаджиев патне илсе кайӗ, копи тутарса, треста ярса парӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫавнашкал ҫынсем эпир.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Малтан, паллах, мӑртлатать, кайран хӑех тав тӑвать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Арҫынна ӑна пӑртак хӗсни-хӑратни усӑллӑ та, — терӗ кӑмӑллӑн.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм шухӑша кайнине участок пуҫлӑхӗ хӑйне кирлӗ пек ӑнланчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халь ӗнтӗ тем тусан вырӑнлӑ: те мана кам вырӑнне хуратӑр тесе вӑрҫсан, те ним шарламасӑр тухса кайсан?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Паян Акимов унпа ӑшшӑн калаҫма пуҫлани ҫавӑнпа килӗшнӗччӗ те, вӑл темле «пулӑшу» сӗнессе пӗлнӗ-тӗк, паҫӑрах начальникпа бухгалтер калаҫнӑ пек кӑна сӑмахлатчӗ те тухса утатчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫав хушӑрах ку чипер хӗрарӑмӑн хӑйне майлӑ тӗлӗнтермӗш пур, ҫакӑншӑн вӑл хӑйне хӑй мӗн чухлӗ тиркемест пуль, пӗрех хайхи тӗлӗнтермӗш йӑлана пӑрахаймасть: йӗркеллӗ, килӗшӳллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ арҫын ӑна асӑрхасах каймасан, чунне тем ҫитмест пек туйӑнать, вӑрттӑн тарӑхать ҫав арҫынна, унра кӑлтӑк хыҫҫӑн кӑлтӑк шыраса тупать, ҫынсем умӗнчех тиркет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Чувашия» стройучастокра Лукарие пӗлсе-хӑнӑхса ҫитрӗҫ: унпа шӳтлеме, выляма, юратупа пурнӑҫ ҫинчен чун каничченех калаҫма пултаратӑн — ыттине ан та кармаш, ан та ӗмӗтлен.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вара — йӑнӑшаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Ҫаврӑнса пӑхтарас» килнине арҫынсем чылай чухне тӗрӗс мар, тӳррӗн калас-тӑк, хӑйсен туртӑмӗ-туйӑмӗпе виҫсе ӑнланаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫаврӑнса пӑхчӑр та пӗр-ик ӑшӑ сӑмах ан шеллеччӗр — ҫитет те, хӗрарӑма кунтан ытла кирлӗ мар.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чылайӑшӗ пытарать куна, Лукарин вара хӑй сисмесӗрех ҫак туйӑм палӑрать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗнле хӗрарӑмӑн хӑй ҫине ҫаврӑнсах пӑхтарас ан килтӗр ӗнтӗ?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Калаҫу кунашкал ҫаврӑнасса кӗтмен Лукари пӑртаклӑха аптраса ӳкрӗ, ҫак арҫын хӑйӗнпе ҫывӑхланасшӑн пуль тенӗччӗ, ҫавӑнпа «кам хӗрарӑмпа ҫапла кабинетра чунне уҫса ларать — улахрах вырӑн ҫук мар вӗт» тесе ӳпкелешес патнех ҫитнӗччӗ; паллӑ ӗнтӗ, — начальник-ха тесе, ун кӑмӑлне ҫырлахтарас шухӑш тытманччӗ, пӗрех сан ҫине Акимов пек арҫын вӗри туйӑмпа пӑхни начарах марччӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫырса парсан, пулӑшма тӑрӑшатӑп.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эсир ӑна юрататӑр вӗт-ха, юратман-тӑк…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Курмышов сире качча илтӗр, лери арӑмӗнчен уйрӑлтӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Сире пулӑшасшӑн эпӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗн ҫыртарасшӑн мана эсир?!