New
Пӗр ялсем пек пулса, Сергей Акимовичӑн унпа чиперех, ентешле калаҫмаллаччӗ, ҫук, кантур сӑмахӗпе, начальник сассипе ҫеҫ пуплет, начальник куҫӗсемпе ҫеҫ пӑхать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халех мар ӗнтӗ, — унсӑрӑн ӑна яла ямастчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акӑ, Гаврилсене ҫӗрӗн-кунӗн тенешкел ӗҫлеттерсе, пӗтӗм стройматериала турттарса пӗтерчӗҫ, тепӗр эшелон хӑҫан пулассине шарламасть.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫӗнни, Сергей Акимович, ун пек-кун пеккисене пӗлтерме васкамасть, ҫав макета таҫта пуҫтарса хучӗ пулас.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ун макетне пӗркун Благий, участокӑн малтанхи пуҫлӑхӗ, пухура пурне те кӑтартнӑччӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӗсем лартакан микрорайонта виҫӗ урам пулмалла: тӳп-тӳрӗ, сарлака, илемлӗ урамсем.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗншӗн тесен материал турттарса пыма хӗн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫумӑрсем тапрансанах, акӑ, тепӗр урама кӗрейместӗн, висҫӗмӗш урамра та никӗссем яма кансӗр.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫӗнӗ автогрейдерсем хӑҫан ҫитессине пӗлтермеҫҫӗ-ха.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кивӗ бульдозер вак чуллӑ, тӑмлӑ вырӑнта чӑхӑмлать, хӑват та ҫитсех каймасть.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Территорие тикӗслесе, урам хушшине ҫул сарса тухмаллаччӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тепринче те Кулаков бригади виҫӗ ҫурт харӑс лартать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку вӑл пӗр урамрисем.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шутласа ҫитереймӗн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Маларах кунта ним те пулманччӗ — вӗтӗ хӑвалӑхпа тӗмескесем ҫеҫ, — шап-шурӑ ҫуртсем хӑпараҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пур Наҫтаҫа каласа памалли.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Йӗри-тавралла пӑхрӗ вӑл.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хуть те тул ҫутӑлман пултӑр, хуть те тӳпене пӗлӗтсем картлаччӑр, — Наҫтаҫ ума тухсанах ҫапла ҫуталать пек.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ума Наҫтаҫ тухса тӑчӗ те, тӳрех хӗвел пӑхса янӑн туйӑнчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ыран ир каясси, кӗҫех амӑшӗпе тӗл пуласси Гаврил чунне вӑркатрӗ.