Corpus of the Chuvash language

New

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов больница Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине каларӗ, медицина ӗҫченӗсен тӑрӑшуллӑ ӗҫне, вӗсем аслисен ырӑ йӑлине малалла тӑсса, аталантарса пынине палӑртрӗ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

«Ӗмӗр ҫурӑ ытларахра больница анлӑ ҫул утса тухнӑ. Аслӑ Патӑрьел ялӗнчи пуҫламӑш медицина пунктӗнчен ку чухнехи нумай профильлӗ диагностикӑпа сиплев учрежденине ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ технологийӗсем, сиплев мелӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ, инфратытӑм улшӑнать. ФАПсем, врач амбулаторийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, оборудованисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн системине ҫӗнетсе пынӑран ҫывӑх вӑхӑтрах тата больницӑра юн тымарӗсен чирӗсене сиплекен центр уҫӑлмалла. Пӗри ҫеҫ пурнӑҫра улшӑнмасӑр юлать: професси ӑсталӑхне ӳстерсе пырасси, пациентсем патне тимлӗх уйӑрасси, чӑтӑмлӑх, тӑрӑшуллӑ ӗҫ», - палӑртнӑ Олег Алексеевич саламра.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Владимир Степанов Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн саламне ҫитерчӗ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Сумлӑ мероприятие республикӑри муниципалитет округӗсенчи тӗп больница врачӗсем, медицина ӗҫченӗсем, ветерансем, хӑнасем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Ҫак паллӑ пулӑм ячӗпе сывлӑх сыхлавӗн сферинче тӑрӑшакансене, ветерансене Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов тата ыттисем саламларӗҫ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Муниципалитет округӗнчи культурӑпа кану центрӗнче район больницин 155 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Ҫавӑн пекех ларӑва хутшӑннисем «Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӗве (»От Победы к Победе") обществӑлла юхӑма кӗрес тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва та сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev

Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ӗҫе мӗнлерех йӗркелесе пынӑ пирки Патӑрьел муниципалитет округӗнчи вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультура тата спорт управленийӗн начальникӗ Ирина Рубцова, Патӑрьелӗнчи социаллӑ хӳтлӗх центрӗн васкавлӑ тивӗҫтерӳ уйрӑмӗн заведующийӗ Татьяна Шакаева, «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн Патӑрьел округӗнчи социаллӑ координаторӗ Алена Петрова, социаллӑ контракт ыйтӑвӗпе тимлекен компетенци уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Наталия Никитина паллаштарчӗҫ, ку тӗлӗшпе кашни салтак, унӑн ҫемйи, вӗсен ачисем шутра, тимлӗхре пулнине, ку тӗлӗшпе тӗрлӗ шайра кӑларнӑ хушусене ҫирӗп пӑхӑнса пынине каларӗҫ.

Help to translate

Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev

Ларӑва Общество палатин председателӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тата обществӑлла тӗрӗслев ыйтӑвӗпе тимлекен ҫумӗ Николай Ларионов ертсе пычӗ.

Help to translate

Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev

Ҫак кунсенче Патӑрьелӗнчи централизациленӗ библиотекӑра округри Общество палатин черетлӗ ларӑвӗнче шӑпах ҫак ыйтусене хускатрӗҫ, вырӑнта ҫак ӗҫсене мӗнле йӗркелесе пынипе паллашрӗҫ.

Help to translate

Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev

Пирӗн ҫӗршывра, республикӑра, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет округӗнче те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене, унта пуҫ хунӑ паттӑрсен ҫемйисене, аманнисене, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене социаллӑ пулӑшу парас тӗллевпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev

Ларура та ял хуҫалӑх предприятийӗсен представителӗсене налук тата ӗҫ законодательствине пӑхӑнса вӑй хумаллине палӑртса хӑварнӑ.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Муниципалитет пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ку темӑна манӑҫа кӑларма памасть.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Округра ӗҫ укҫи ыйтӑвӗ яланах тимлӗхре.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Ыйтӑва мӗнле татса парасси шӑпах вӑй хуракансене мӗн чухлӗ тӳленипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Ҫитес ҫул татах грант илес кӑмӑллисем пулаҫҫӗ, программӑна кӗрес тесен кӑҫалхи шалӑва тӗпе хума тивет.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Вӗсен бизнес-планпа килӗшӳллӗн ӗҫ укҫипе тивӗҫтермелле.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Ларӑва чӗннисенчен нумайӑшӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса хуҫалӑхӑн пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Шалу мӗншӗн пӗчӗкреххин сӑлтавӗ, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен представителӗсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вӑй хуракансем тулли ставкӑпа - чылайӑшӗнче ҫурри е чӗрӗк ҫеҫ - вӑй хуманнипе, сезон вӑхӑтӗнче тӑрӑшакансемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ иккен.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Шел пулин те, тӑваттӑшӗ кӑна килнӗ.

Help to translate

Шалу ыйтӑвӗ ялан тимлӗхре // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52091-shal ... -timl-khre

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed