New
Хӑ-ӑ, апла ответ памалла Ярусова?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
А-а, хамах куртӑм, «хула комитетне, автора ответ пама» тесе кӑтартнӑ-ҫке.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Куна, — вӑл ҫырӑва ним хӑрамасӑр ҫавӑркаларӗ, — ответ пама ярса панӑ пуль ӗнтӗ?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ҫапла, кашни ҫыраканшӑнах пирӗн хаклӑ вӑхӑта ирттермелле мар, вӗсем ҫырса ларӗҫ унта, ручка тытасси хулана ертсе пырасси мар.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӗнтӗ Фролов та уҫӑмлӑн, ирӗклӗн калаҫрӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хамӑрах пӑхса тухатпӑр, хамӑрах архива е тӗрӗслесе мерӑсем йышӑнма яратпӑр, теприсене, калӑпӑр, хула ӗҫтӑвкомне ответ партаратпӑр.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Хула комитетне сирӗн ятпа килнӗ ҫырусене те чылайӑшне сире кӑтартмастпӑр вӗт-ха.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Лунатиков малалла ӑнлантарчӗ:
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Секретаре ларнӑранпах курать: мирлӗ, лӑпкӑ ҫын вӑл Лунатиков, ҫулталӑк ӗнтӗ унпа пӗр ыйтупа та тавлашмасть, Фролов каланипе яланах килӗшет, ку ҫеҫ-и, Фролов шухӑшӗ тӗрӗссине ыттисене те астутарать.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Йӑнӑшнӑ иккен.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Ку ҫын чӑркӑшрах, мӑнна хурать, хӑй кӑна аслӑ пек кӑтартать!» — пӗрре мар тарӑхнӑччӗ ӑна Ярусов.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Маларах, вӑл строительство пайӗнче вӑй хунӑ чух, иккӗшӗ тавлашса та илкелетчӗҫ, чылай чухне хӑй шухӑшӗнчен чакасшӑн марччӗ Эдик.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Аслӑ уяв ячӗпе ӑна награда илме тӑратмалла мар-и?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Фроловӑн ҫак этеме питӗ тав тӑвас килсе кайрӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӑ-ӑ, пӗлесчӗ сирӗн унта мӗн чухлӗ ҫыру килнине.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Обком секретарьне ҫавнашкал ҫырусемпе чӑрмантарни — тӗрӗс те мар, кирлӗ те мар.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Вулама мар, ӑна кӑтартмаҫҫӗ те!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Лунатиков ун кӑмӑлне ҫӗклеме шутларӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Маркел Егорович! —
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Боронов, Николай Николаевич, вуламан та, вуламасть те-и куна?