Corpus of the Chuvash language

New

Кунсерен шӑп та лӑп тӑваттӑ ҫитесси вунӑ минут юлсан пырса кӗрет вӑл пӳлӗме, шифоньер патӗнче аттине хывса пушмак тӑхӑнать, халатне хывса ҫакать, ҫӑвӑнать, тӗкӗр умӗнче галстукне тӳрлетет, унтан пӗчӗк сӗтел ҫинчи чейникрен чей е кофе ярса ӗҫет.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Кӑнтӑрла иртсе тӑваттӑсенче, хӗвел анӑҫалла сулӑнсан, пӳлӗм уйрӑмах ҫуталса-ӑшӑнса каять, сывлама та ҫӑмӑл, чуна ирӗклӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шӑв-шав илтӗнмест, ҫу кунӗсенче уҫнӑ кантӑкран симӗс вӑрман варкӑшӗ кӗрсе чуна уҫӑлтарать.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сергей Акимович Акимов пӳлӗмӗ пысӑк, маччи ҫӳллӗ, виҫӗ мӑн чӳрече анӑҫалла — Лакрей вӑрманӗ еннелле пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пятин сехет ҫине пӑхса илчӗ: виҫҫӗччен вӑхӑт пур-ха — ӗлкӗрет.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Халех вӑл, Тылымпа ҫыхӑнса, Курмышовпа калаҫса илме шутларӗ, ан тив, парторг та пӗлсе тӑтӑр управляющи Тылымри стройучастокшӑн яланах тӑрӑшнине.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Пысӑк ӗҫ шанса пачӗҫ ман треста, пӗлеҫҫӗ те кама шанмаллине, — кӑмӑллӑн шухӑшларӗ вӑл, — мӗн тесен те, пултарнӑ эпӗ ӗҫлеме, ӳлӗм те пултарӑп-ха, анчах урӑх ҫӗрте…»

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анчах ҫак ҫулсене — Шупашкарта ытларах ҫурт-йӗр лартасшӑн ырми-канми тӑрӑшнине, стройкӑри ырӑ ҫӗнӗлӗхсене ҫул парасшӑн хӑюллӑн кӗрешнине, чӑваш строителӗсене сӑрт-ту ҫӗршывне, Дагестана, аварсене пулӑшма ӑсатнине — вӑл нихҫан та асран кӑлармӗ, Республика историне кӗрсе юлӗҫ вӗсем.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Урӑхла майӗ ҫук.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Каяс та килмест ку хуларан, унта — Пятин пурнӑҫӗпе чун-чӗрин пайӗ, шел, каймаллах.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑл чылай хушӑ ертсе пынӑ ҫурт-йӗр тресчӗн ӳсӗмне никам та нихҫан та курмасӑр тӑма пултараймӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шултра панельтен республикӑра пуҫласа ҫурт лартма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӳрече патне пычӗ Пятин, Шупашкарӑн ҫӗнӗ урамне сӑнарӗ: мӗн кала та, нумай улшӑнчӗ хула юлашки ҫулсенче, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ урамсем хушӑнчӗҫ, культурӑпа йӑла объекчесӗм ӳсе-ӳсе ларчӗҫ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Килте вӑл паян пӗчченех.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Арӑмӗ хӗрӗпе кӗрӗвӗ — хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче уйрӑм хваттерте пурнаканскерсем — патне кайрӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пятин, ҫийӗнчех Усанов патне шӑнкӑравласа, пӗр хваттер резервра тытма хушрӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ярусов Пантикова хваттер парас пирки сӑмах хускатнӑччӗ, вӑл ялтан килсе треста вырнаҫнӑранпа икӗ ҫул ҫитрӗ, редакторӗ пултаруллӑскер, хваттер халӗ те ҫук, ӗҫе ларнӑ чух, чӑн та, ку тӗлӗшпе гаранти ыйтман вӑл, анчах ҫакна пӑхса тӑрар мар тенӗччӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Трубкӑна хурсанах, Пятин иртнӗ кӗркуннехи калаҫӑва аса илчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Шантарман.

Сирӗн резерв валли хӑварас ҫук-и?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed