New
— Пурӑннӑ чухнех ырӑ ҫынна пичетри сӑмах урлӑ хавхалану-шанӑҫ кӳмеллеччӗ тетӗн ӗнтӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ӑнланатӑп сан шухӑшна, — терӗ вӑл.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паркин вӑл шарламаннин сӑлтавне, хӑйӗнчен уҫӑмлӑх кӗтнине чухларӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерие мухтасшӑн-тӑк, очерк лайӑххи, анчах политика тӗлӗшпе пичетлеме йывӑрри ҫинчен малтанах каланӑччӗ ӗнтӗ, халь те пичетлеме хӑрать-тӗк вара, ку сӑмаха тапратмалла та марччӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиков Паркин шухӑшне ӑнланма тӑрӑшнӑ ҫӗртех ӑнланаймарӗ-ха: очерка пичетлемесӗр йӑнӑшнине пӗлтересшӗн-тӗк, ҫав йӑнӑша часрах тӳрлеттӗр — ҫитес номертех ҫапӑнса тухтӑр вӑл, аяла очерк геройӗн паттӑрла вилӗмӗ пирки кӗскен хушса хумалла ҫеҫ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакна курса тӑнӑ пекех ҫырнӑ вӗт эс…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Чӑнах вӑйлӑ-ҫирӗп ҫынна кӑтартнӑ эсӗ очерк-ра, ун пек лару-тӑрура унашкал характерлӑ ҫын урӑхла тума пултараймасть те.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӳртри ҫынсем хӑй ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнине сиссен, Валерие шӑппӑн ҫенӗке тухма сӗнчӗ, унта тухса тӑрсан, пӑлханса калаҫрӗ:
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫынна курас-пӗлес ӑсталӑх пур санӑн… —
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Ҫавӑнпа килтӗм.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Паркин Валерий ҫумнерех пычӗ те: — Вӑл шӑпах сан очеркри герой иккен, — терӗ, тӗлӗннине пытараймасӑр, тупӑк еннелле пуҫне сулса.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун хыҫҫӑн «район хуҫи» кӑшт аяккарах кайса тӑчӗ, тем сӑлтавпа Луиза ҫинчен куҫӗсене илмерӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юрать-ха, Паркин Лапухина хулӗнчен туртсах шӑпланмаллине систерчӗ, атту вӑл ӑна «ҫитӗ сана!» тесех пӳлетчӗ пуль.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Луиза ҫакна та ним хирӗҫлемесӗр итлеме тӳсӗмлӗх ҫитерчӗ, Валерий — ҫук.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Аслисене итлесе, вырӑна хурса пурӑнмалла…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Таса чунпа, парти вӗрентнӗ пек пурӑнмалла пирӗн.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӗҫех Паркин тупӑк патнерех пычӗ те Лапухина хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтатса каларӗ, лешӗ ӑна тимлӗн итлерӗ те пуҫне хуллен сӗлтсе илчӗ, унтан сӑмах юххине пӑрса калаҫрӗ:
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиковсӑр пуҫне, паллах.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӳртри ҫынсем «район пуҫлӑхӗ» мӗн систернине чухлаймарӗҫ-ха.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӑна курман-илтмен пекех ларчӗ.