Corpus of the Chuvash language

New

Урӑх ҫӗре куҫасшӑн-и?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акашинӑн прогул мар, бюллетень пур — лайӑх-ха апла терӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анук Акашина ытла улшӑннине Акимов та асӑрхарӗ, анчах ҫакӑн сӑлтавне вӑл, воспитани ӗҫне комплекслӑ майпа туса пырасси ҫинчен лайӑх доклад тунӑшӑн Хисеп грамоти илнӗскер, пачах пӗлмерӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Управленире бригадӑсене пӗрлештерсе пысӑклатнӑ-мӗн те, вӑл больницӑра выртнӑ хушӑра вӗсен бригадинчи ҫынсене тӑватӑ ҫӗре салатнӑ; авӑ мӗншӗн мана шырама ерҫмен-иҫ тейӗччӗ вӑл Кӗтерипе ҫывӑхланман-тӑк, халӗ вара май килсенех урӑх стройкӑна куҫма шутларӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Больницӑран вӑл йӑлт урӑх ҫын пулса таврӑнчӗ: ни ахӗ-охӗ, ни кулӑпа савӑнӑҫӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хваттер черечӗ мӗнле шунипе тӑтӑшах интересленетчӗ вӑл малтан, план тулсан савӑнатчӗ, тулмасан — начар ӗҫлетпӗр ҫав тесе пӑшӑрханатчӗ, канмалли кунсене тата тӳсӗмсӗр кӗтетчӗ яла ывӑлӗ патне кайма, тыткаламалӑх укҫа пултӑр тесе, ҫӗрлехи сменӑсене те хӑех юлма хавасчӗ, ыттисенни пекех, ӗмӗчӗпе савӑнӑҫ тӳп-тӳпемиччӗ, шанӑҫ пурччӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эй, пурнӑҫӑм, юрать эс ман тӗле Кӗтери аппана кӑтартрӑн», — текелерӗ Анук каярахпа.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вара курӑн ак — тӳрех ҫӑмӑллӑн, канӑҫлӑн туйӑм хӑвна.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Апла мар, хӗрӗм, кашни сӑмахне ӑша хурса вула.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анук куҫӗпе хут листи ҫинчи шултра саспаллиллӗ йӗркесем тӑрӑх чупрӗ — ним шухӑшӗпе уҫӑмлӑхне те курмарӗ: ытла вӑрӑм предложенисем, чарӑну палли ҫукпа пӗрех, ӑнланса ҫитме кансӗр сӑмахсем.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ир вӑран — вула, кӑнтӑрла — вула, ҫывӑрас умӗн те вула.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вула-вула, молитва вӑл, чун апачӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Эсӗ, мӗн, ак ҫакна, — хут листи кӑларса тыттарчӗ, — вула-ха тата.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сана та курать вӑл, веҫ курать — ӗнен те турра, Акимовсене веҫ манса кай.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сан Акимовна вӑл курмасть тетӗн-и?

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Турра, хӗрӗм, турра шанмалла та пирӗн.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шанаттӑн, ӗненеттӗн те турра, ҫӑлӑнӑҫ ыйтаттӑн та турӑран — пӗтӗм чуну уҫӑлса каятчӗ.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Эх, хӗрӗм-хӗрӗм, мӗнле малтанах тӗл пулман сана, тӗл пулнӑ-тӑк, ҫапла хуйхӑрса-хуҫӑлса хӑвна пӗтермӗттӗн.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫитетех ҫав вӑхӑт…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed