New
Тата, куна та пытармӑп, вӗсен тӗлпулӑвне курсан, хам та йӗрсе ямасӑр тӳсеймесрен хӑратӑп.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Атьӑр-ха никама та кӗртмӗпӗр вӗсен хушшине!
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Атьӑр-ха кӗмӗпӗр иккӗшӗн хушшине!
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук-ҫук, ан та ӳкӗтле, хаклӑ вулаканӑм, Оксанӑпа Валерий вӑрттӑнлӑхӗ ҫеҫ пултӑр ку, хӑйсем мӗн тумаллине-каламаллине хӑйсем кӑна пӗлччӗр.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, иккӗшӗн ӗҫӗ ку: тен, пӗр-пӗрне курсанах пӑртаклӑха хытса тӑрӗҫ, тен, харӑс йӗрсе ярӗҫ, тен, пӗр-пӗрин ытамне ыткӑнӗҫ, тен, пӗр-пӗрин ҫине эсех-и ку, тӗлӗкре куҫ умне тухмарӑн-и эс тесе пӑхса тӑрӗҫ, тен…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Иккӗшех юлсан вырӑн-лӑраххине чухлать вӑл.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чун систерет, Ольон та ҫав асамлӑ самантра, юриех сӑлтав тупса, урама тухрӗ ӗнтӗ.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку йӗркесене ҫырнӑ тӗле, тен, Валерий Оксанӑна тӗл пулчӗ те-и?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук-ҫук, ан та кӗтӗр, ку хутӗнче манӑн вӗсене иккӗшнех хӑварас килет.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата вӗсен тӗлпулӑвне курсан, теприсем каллех вӗчӗхсе тарӑхма тытӑнӗҫ те…
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗре пӗр лампах тӑваттӑллӑ курӑнма тытӑннине, каччӑна вара хӗне кайнӑ чухнехи пек сӑн кӗме пуҫланине атьӑр-ха манар мар.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗнле кӑна элек, мӗнле кӑна усал сас-хура явӑнмарӗ-ши ҫак Юрату тавра?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ахаль те вӗсен юратӑвне мӗнле кӑна шӗкӗлчесе, мӗнле кӑна хакласа-сӑпатласа пӗтерме хӑтланмарӑмӑр пуль?
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав самантра хӑть Оксанӑпа Валерий хушшине кӗмӗпӗр.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ан тив, ҫакӑ хӑть иккӗшӗн хушшинчи вӑрттӑнлӑх ҫеҫ пулса юлтӑр.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ман шутпа, ҫав тӗлпулӑва ҫынсене уҫса кӑтартни килӗшӳллех те мар.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑяймастӑп.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах, каҫарӑр та, ҫакна ҫырса кӑтартма пултараймастӑп.
3 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хам куҫпах курас килет.