Corpus of the Chuvash language

New

Кулюкки хӑй патне Укань ҫӳременнишӗн ним чухлӗ те тарӑхман.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫӗпритунне хамӑн хыҫлӑ ҫунашка ҫине лартса, хам пата тӳнтерсе хӑварнӑ, аҫтаха!

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫын вӗлернӗ тесе, мана тӗрмене лартасшӑн пулнӑ, сӑттана! — ятлаҫнӑ Юмӑҫ Укань, Кулюккан ҫурчӗ еннелле чалӑшшӑн пӑхса.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӗпритун вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫулталӑк хушши пӗр-пӗрин патне ура ярса пусмарӗҫ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӗлӗнмелле пурӑнаҫҫӗ Уканьпа Кулюкка.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗкӗлме енчисем вӑл, пулнӑ эп вӗсен ялӗнче.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗлетӗп эп вӑл Миккуша, ӗҫкӗпе пӑсӑлсах салтака каяймарӗ, виҫӗ арӑмӗ пӑрахса тарнӑ вӗт унран.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Тӗпсакайӗнчи ханшине кӳпсе янӑ та лешӗ, ҫавӑнпа тустарса кӑларнӑ вӑл ӑна!

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Арҫынлӑхӗ пулмасан, пӗр кун та усрамӗччӗ-ха вӑл услапа, — хӑйӗнчен хушса хунӑ Кулюкка.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Арҫынлӑхӗ пӗтнӗ, — ӳпкелешсе калаҫрӗ, тет, вӑл Кулюкка патӗнче.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫитерсе усрани усси пулмарӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кайран Уканӗ ӑна хӑех хӑваласа янӑ терӗҫ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑман пусӑрӑниччен мар, уйӑх ытларах пурӑнчӗ ҫынни Укань килӗнче.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вутӑ татса-ҫурса парсан та, маншӑн пайти пулӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫил-тӑмансем иртиччен пурӑнтӑрах ман патра.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ытла та хӗрхентӗм ку мӗскӗне, — тенӗ Укань.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Уканӗ ӑна ял Советне хӑй ертсе пынӑ, ҫумӗнчи хучӗсене кӑтартнӑ Мария Тимофеевнӑна.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ыйткалаканӗ ватах та пулман теҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӗнӗ те пуль, мӗншӗн тесен Укань ытти ҫынсем пек кӑнтӑр ҫутипе мар, ҫӗрле, кая юлса анкаларӗ мунчана, кӳршӗ хӗрарӑмӗсемпе пӗрле кӗмерӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Иккӗшӗ пӗрле мунча хутса кӗнӗ тесе те калаҫкаларӗҫ ялта.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed