Corpus of the Chuvash language

New

— Хӑйсен вилӗмне тупмасӑр та пирӗнпе кӗрешме чарӑнас ҫук вӗсем, — ывӑлӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ ашшӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗн кирлӗ-ши ҫавсене, Ҫимун? — хирӗҫ ларакан тӗреклӗ арҫын ҫине пӑхса илчӗ Сӑпани.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗрне пӗтерни ҫитмест, тата тепри ҫӑварне карать.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Акӑлчан патши, леш Чирчӗл текенни, американсене пирӗн ҫине ҫав бомбине пӑрахма хушать тет вӗт-ха,тепӗр Китлерӗ…

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Яппун хулисем ҫине пӑрахнӑ вӗт Трумен йыттисем ҫавна, ним ҫукран тӗнчене, пире хӑратас тесе пӑрахнӑ…

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗтӗм тӗнче пӗтме пултарать, тет.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӑшалпа персе, тайгара упа вӗлерни мар ку.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗненме йывӑр, Сӑпани.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ак мӗнле хӑрушӑ хӗҫпӑшал шухӑшласа кӑларма пултарчӗ этем пуҫӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ак ҫак сӑмавартан пӗчӗк бомба пӗтӗм хулана ишме, хула халӑхне ҫунтарса кӗл тума пултарать вӗт, — пуҫне пӑркаласа, чей чашкине сӗтел ҫине лартрӗ Ҫимун.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сӑпани те илтрӗ Виталий калаҫнине, пурте питӗ тимлӗн итлерӗҫ ӑна.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мул хуҫи тени вӑл кил хуҫи те мар, тӗнче хуҫи те мар, хальхи мул хуҫи вӑл — тӗнче тӑшманӗ, тӑнӑҫлӑх тӑшманӗ, халиччен пулман хӑрушӑ вӑрҫӑ чӗртес текен тӑшман!

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Унсӑрӑн пире ют тӗнчери мул хуҫисем пӑвма хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ирӗксӗрех, шӑла ҫыртсах, хамӑра хамӑр хӗсме тивет, — терӗ Виталий.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ак мӗне кирлӗ пире ҫӗнӗ заем укҫи, тӑвансем, ак ӑҫта кирлӗ тӗрлӗ налукшӑн пухнӑ укҫа-тенкӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тата мӗнле шухӑшламалла-ха!..

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Чипер кӑна пурӑнма пуҫлас чухне, апат-ҫимӗҫпе тумтир, тӗрлӗ машинӑсем тӑвас вырӑнне, вӑрҫӑра юхӑннӑ хуҫалӑха, ишӗлнӗ хуласене, ҫуннӑ ялсене юсас вырӑнне татах вӑрҫа хатӗрленмелле иккен, татах вӑрҫӑ ҫинчен шухӑшламалла иккен.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрҫӑ курнӑ, тӳснӗ ҫын тӗнчери мул хуҫисем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӗтнӗ-пӗтмен тепӗр хӑрушӑ вӑрҫа хатӗрленме пуҫлани ҫинчен каларӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хытӑ та кӑшкӑрмасть вӑл, ытла шӑппӑн та илтӗнмест ун сасси: пӗрре ҫӗкленсе калаҫать, тепре йӑвашланать — сӑмахӗсем ҫын чӗрине пырса тивеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хут ҫине ҫырнине пӑхса вуламарӗ вӑл, йӗри-тавра ларакансемпе калаҫнӑ пек пулса тухрӗ унӑн ура ҫине тӑрса сӑмах калани.

Help to translate

Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed