Corpus of the Chuvash language

New

Мӑнаккӑшне асӑрхасан, шӑпӑрне ҫӗре пӑрахрӗ те ӑна хирӗҫ чупрӗ, сасартӑк сӑмсине нӑшӑклаттарма тытӑнса, ун ҫумне йӑпшӑнчӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Майкӑпа кӗске йӗм тӑхӑннӑ ача килкартинчи ҫӳп-ҫапа шӑлса пуҫтарать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Унӑн аллинче пӗчӗкрех шӑпӑр.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Кунта чи малтан Макҫӑм куҫ тӗлне пулчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Вӑл вӑрмана илсе кайнӑ тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑра урапа ҫинчен хӑпӑл-хапӑл ҫӗклерӗ те, никам куриччен тенӗ пек, хӑйсен килкартине кӗрсе тарма васкарӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Маляна вара киле таврӑнни ним чухлӗ те савӑнтармарӗ, «Урама тухма намӑс мана — йӑмӑк пирки кашниех чалӑшшӑн пӑхать ӗнтӗ», — ҫав шухӑш канӑҫ памасть ӑна.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Хура ҫилхеллӗ хӑла лаша ял патне ҫитерехпе чӑпӑрккасӑр-мӗнсӗрех ҫивӗчленчӗ, йӑмраллӑ урама юртӑпах чупса кӗчӗ, Капитоновсен кӑвакпа сӑрланӑ чӗнтӗрлӗ хапхи тӗлӗнче чарӑнса тӑрсан, хаваслӑн кӗҫенсе ячӗ: «Таҫти ҫӗр шӑтӑкӗнчи вӑрмантан тинех тӑван киле ҫитрӗм», — терӗ пулмалла.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Малян, лайӑхмарланса, пит-куҫне аллипе картларӗ те паян хӑй Вадим Петровичран мӗн илтнине, унпа мӗнлерех калаҫу пулса иртнине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ун чух мӗнле куҫпа пӑхмалла-ха тӳрӗ чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫине?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Чӑнлӑх хӑҫан та пулин пурпӗрех ҫиеле тухать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Анчах кирек мӗнле ултавӑн та ури кӗске мар-и?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Татах тем каласшӑнччӗ Малян, анчах вӑл сасартӑк шӑп пулчӗ, ҫырла пекех хӗрелсе кайрӗ: «Каллех хитрелететӗп вӗт йӑмӑка, ӑна каллех хӳтӗлетӗп», — шухӑш вылянчӗ пуҫра.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

— Вӑл арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ та мана паянах яла ҫитсе килме йӑлӑнчӗ, Римма кӑмӑлне ҫемҫетмелле имӗш, эп вара килӗшмерӗм…

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

«Мана ан кӗтӗр», — юлашки сӑмахӗ ҫавӑн пек пулчӗ хӑйӗн.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Хайхискер, ӳпле патне ҫитсен, манпа йӗркеллӗ калаҫмарӗ — транзисторне илчӗ те яра пачӗ таҫталла.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

— Вадим Петровичпа иксӗр хушӑра мӗн пулса иртрӗ-ха унта, хӑшӗ айӑплӑ сирӗнтен?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

— Тӑхта-ха эс утӑ ҫӗклеме, — чарчӗ хӗре Капитонов.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ҫав хушӑра Малян алла сенӗк тытма та ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Капитонов утӑ купи тӗлӗнче лашана чарса тӑратрӗ те урапа ҫинчен анчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Лаша кӗҫенни, пушӑ урапа хӑлтӑртатни илтӗнсен кӑна чун кӗчӗ Маляна.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed