Corpus of the Chuvash language

New

Кунта вӑл каланккӑра вут чӗртсе ячӗ кӑна — Анна Семеновна килсе ҫитрӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Саккӑр тӗлне кӑна пушанчӗ Малян кил таврашӗнчи ӗҫрен, вӑл вара, ытти чухнехинчен хӑтлӑрах тумланса, фельдшер пунктне васкарӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ку ӗҫ йывӑр мар, анчах ӑна хӑпӑл-хапӑл туса пӑрахаймастӑн — сахалтан та икӗ-виҫӗ сехет иртет.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ялта пурӑнакансен хӗллехи вӑхӑтра кашни ирех чи малтан вут хутмалла, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалла, шӑвармалла.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Пӗр хӑнӑхнӑ йӗркене улӑштарма мана хама та ҫӑмӑлах мар, анчах ҫак пӳртре ӗмӗрех пӗччен пурӑнас килмест.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Мӗн пуҫна пӑркалатӑн — килӗшмест-им сана ун пекки?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

— Тӗпренех улшӑнать пуль пирӗн пурнӑҫ йӗрки, мӑр-мӑр тусӑм, тӗпренех.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Вӑл вара урайӗнче пушӑ шӑрпӑк курупкипе вылякан хӑмӑр кушака алла тытрӗ, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Хӑйӗн шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен Малянӑн кампа та пулин пӗр пытармасӑр калаҫас килет, анчах пӳртре никам та ҫук.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ӗмӗрне те пӗччен пулмӑп ҫӗр ҫинче нимрен ытларах ҫав паха».

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

«Уйрӑлмалла пулсан та аптрасах ӳкмӗп, ачана чиперех пӑхса ҫитӗнтерӗп.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Халь вара вӑл ҫавнашкал пӑтӑрмах пирки ҫапларах шухӑшлама пуҫларӗ:

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ӑна Сатмановпа йӳнейлӗ калаҫма, унӑн сӗнӗвӗпе килӗшме Макҫӑм кӑна мар, урӑххи те тӑллантарнӑччӗ: «Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн ӑнсӑртран Павӑлпа хирӗҫсе кайӑпӑр та, уйрӑлмалла пулса тухӗ: пӗччен мар тата — ачапа», — шикленнӗччӗ Малян.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Пур вӑрттӑн ӑшӑ туйӑм унӑн чӗринче, тахҫантанпах пур, ҫавна вара хӑйӗн никама та систерес килмест.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Чӗрери ӑшӑ туйӑм вӑтантарать хӗре.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Больницӑна ҫитсе килесси ҫинчен шарламарӗ те: вӑтанчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Хӗр кӳршӗ арҫын сӑмахне ӗненменҫи пулчӗ: «Тем, чӑнах манман-ши, мана вӑл халь палламасть те пуль?»

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ачи хӑй халь те сана манаймасть иккен».

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ҫавӑн пирки хӗре виҫӗмкун Капитонов каларӗ: «Хайхискер хӑвна килӗшет-и е килӗшмест-и, пурпӗрех кайса кур-ха ӑна — хӑвӑртрах сывалӗ, тен?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Ара, Сатманов иккӗмӗш эрне больницӑра выртать иккен: грипп хыҫҫӑн ӳпкене илнӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 3–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed