Corpus of the Chuvash language

New

Анухрин тӗм-хура куҫӗ йӑлкӑшса кӑна тӑнӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Катеринӑн тӑван мар амӑшӗ те питӗ савӑннӑ, — вырӑн таврашӗсене, тум-юмӗсене майланӑ хушӑра Анухрие ятран мар, халӑхри йӑлапа «кӗрӳ, кӗрӳ» тесе сӑмах хушкаланӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вулӑс ҫынни пурне те асра тытнӑ, ӗҫкӗ-ҫикӗре сӑмах тухма пултарнине, Анухри инке-арӑм илсе пынине пӗлесрен шикленнӗ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Туй-ҫуй та кирлӗ мар — нумай тӑкак пулать», тесе хушса хунӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тӑванӗ пӗрре качча кайнине, тепӗр хут венчете тӑма юраманнине пӗлнӗ вӑл.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Уретник Анухрие «ӑс» панӑ: «Венчете тӑма ан васкӑр; сирӗн ялта чиркӳ ҫук. Ют ялта ҫавах ҫылӑх каҫмасть, венчет тусан та телей тупӑнмасть».

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Йӑли-йӑлипех, пӳрте кӗрсен, ҫӗнӗрен сӗтел хушшине ларсан, венчет тӑвасси ҫинчен сӑмах хускалнӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унччен хӗрарӑма хулран тытса курман ватӑ каччӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса ларнӑ, ӑна ачашшӑн ыталаса, вӗри-вӗри чуптунӑ, пӗрре мар, ҫине-ҫине, темиҫе хут.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Паллашни-мӗнӗ ҫавӑнта ӗнтӗ, кӗтмен-туман ҫӗртен вырӑс кӗрӳшӗ пулма май килнипе Анухрин пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑ, Катерина, сана качча илетӗп, тенӗ те чӑваш салтакӗ садри кивӗ каска патне ҫитсен чарӑннӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫапла вӗсем часах ҫывӑх паллашнӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ӗҫсе ҫисен, вӑл ватта йыш качча самаях пысӑк сада ертсе тухнӑ та хулӗнчен тытнӑ, сукмак тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнсанах питӗнчен чуптуса илнӗ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Майра хӗрӗ хӑюллӑ тесе чӑваш пӗлмесӗр каламан, Анухрипе вӑл тахҫан пӗлнӗ ҫын пек йӑл-йӑл кулса калаҫнӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вырӑсла ӑста калаҫнӑ вӑл.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӳ-сирен вӑтам, чӑмӑркка пуҫлӑ, типтерлӗ тута-ҫӑварлӑ, пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫлӑ Анухри хӗрсем юратмалӑх пулнӑ ҫав.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вулӑс ҫынни Анухрие хӗр курма киличчен хӳхӗм тумлантарнӑ.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пуп ывӑлӗ пек аскӑн пулмасть ку.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Эсӗ ӑна ху аллупа тыткалӑн.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Катерина, упӑшкунтан уйрӑлни ҫинчен ан шуйӑх, чӑваш пирӗн ҫынна хисеплет.

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑй ҫавӑнтах, тӑванне чӗнсе илсе, шӑппӑн систерсе хунӑ:

Help to translate

Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed