New
Тӑван чӗлхене пӗтӗм чунтан, Ҫеҫпӗлле юратма, халӑх пултарулӑхӗнчи ахахӑн-мерченӗн йӑлтӑран сӑмахсене тимлесе пуҫтарма пӗлмен «ҫыруҫӑ» нихҫан та чӑн-чӑн пысӑк художник, халӑх юратакан писатель пулаймӗ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Сӳрӗккӗн, чунпа ҫунмасӑр, йӑваш, тирпейсӗр чӗлхепе ҫырнӑ произведени вулакан чӗрине ҫунтарасса кӗтме ҫук, ун пек произведенисем йышлӑ пулни халӑха илемлӗ литературӑран сивӗтме ҫеҫ пулӑшать, тӑван чӗлхемӗрӗн илемӗпе хӑвачӗ ҫинчен хӑшпӗр шанчӑксӑр этемсене нигилистла ҫеҫ шухӑшлаттарма пултарать.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Ҫунтартӑр ҫулӑмлӑ, кӑварлӑ Чӗлхӳ ҫынсен чӗрисене! — тет вӑл хӑй тунсӑхласа кӗтен кӑвар чӗлхеллӗ писателе.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
«Ҫӗнӗ чӑвашӑн ҫӗн поэчӗ» Ҫеҫпӗл Мишши, Пушкинпа пӗр ӗмӗтлӗ пулса, пирӗн сӑмах ӑстисене тӑван чӗлхемӗре аталантарса пыма, хӑват кӗртме хушса хӑварнӑ:
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
«Глаголом жги сердца», тенӗ вырӑссен аслӑ юрӑҫи.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Чӗлхе ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе пӗлменни, пултарулӑха ӳстерме, вӗренме тӑрӑшманни — ҫамрӑк авторсен пысӑк ҫитменлӗхӗ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Ҫамрӑк писательсен чӗлхи чухӑнни пӗр сӑмахах юнашар пуплевсенче темиҫе хут асӑннинчен, вӗсене синонимсемпе улӑштарманнинчен, вырӑнти калаҫура ҫеҫ тӗлпулакан сӑмахсемпе е хӑшпӗр сӑмахсен диалектлӑ пӗлтерӗшӗпе ҫеҫ усӑ курнинчен, е тепӗр чухне грамматика законӗсене пӑсса, сӑмахсене тӗлсӗр хуҫкаланинчен, тирпейсӗр, ӑнланмалла мар ҫырнинчен курӑнать.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Чӗлхе — писателӗн тӗп хӗҫпӑшалӗ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Тепӗр чухне композици тӗлӗшӗнчен килӗшсех кайман лайӑх произведенисем те тӗл пулаҫҫӗ (кӑна эпир маларах асӑннӑ повеҫсенчен куратпӑр), анчах япӑх чӗлхепе лайӑх произведени ҫыраймӑн.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Автор вулакана хумхантармалла ыйтусем лартма, чуна канӑҫ паман сюжет тума, произведенин уйрӑм сыпӑкӗсене пӗр-пӗринпе хитре ҫыхма пӗлсен те, илемлӗ литература чӗлхине пӑсса, тирпейсӗр, пӗли-пӗлми чӗлхепе ҫырать пулсан, ӑна ӑста художник теме ҫуках.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Ҫамрӑк писательсен ӑсталӑхӗ ҫинчен сӑмах пуҫарас пулсан, чи малтанах вӗсен чӗлхи пирки каламалла.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Анчах та пуҫласа ҫыракан авторсене час-часах ӑсталӑх ҫитменни хуплать.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Вӗсем хӑйсен калавӗсенче е очеркӗсенче чи кирлӗ ыйтусене хускатни, коммунизм тӑвакан ҫынсене сӑнласа кӑтартма тӑрӑшни — питӗ савӑнтаракан япала.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Паянхи пурнӑҫ ҫинчен ҫамрӑк прозаиксем ҫине тӑрсах, хӑюллӑн ҫыраҫҫӗ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Вырӑс литературин аслӑ классикӗсем — малта пыракан писательсем — хӑйсен вӑхӑчӗпе тан утма пултарнӑ пулсан, пирӗн вара, совет писателӗсен, пушшех кун-ҫул уттинче юлмалла мар.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Ҫапах ку чӑн-чӑн писателе хӑратса ӳкерме пултараймасть.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Паллах, паянхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырма иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен ҫырассинчен йывӑртарах, мӗншӗн тесен, пурнӑҫ ҫирӗплетсе кӑтартман материалсем тӑрӑх илемлӗ пӗтӗҫтерӳ тӑвасси — йывӑр ӗҫ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Ҫакна совет писателӗсен II съезчӗ тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗ.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Совет писателӗн иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен кӑна лӑпкӑн ҫыракан летописец пулмалла мар, паян халӑха хумхантаракан проблемӑсем пирки ҫийӗнчех хӗрӳллӗ сӑмах калама тӑрӑшмалла, вӑл совет ҫыннин ҫывӑх юлташӗ, пуласлӑхӑн разведчикӗ, коммунизм тӑвакансене ҫӗнӗ идейӑсемпе пуянлатакан, ҫӗнӗ горизонтсем уҫса паракан ҫын пулмалла.
Проза ҫунатлӑ пултӑр! // Александр Артемьев. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 43–64 с.
Совет писателӗн пӗрремӗш тивӗҫӗ — пирӗн вӑхӑтри ҫынсен пӗтӗм паха енӗсене туллин кӑтартса парасси, ҫынсен ӑс-танӗпе кӑмӑл-туйӑмӗнчи капитализм юлашкийӗсене, пурнӑҫри пур ҫитменлӗхӗсемпе йӗркесӗрлӗхсене хаяррӑн критиклесси, коммунизм тӑвакансен характерӗсене йӗркелесе аталантарма пулӑшасси пулса тӑрать.