Corpus of the Chuvash language

New

Театра кайса хама тӗрӗслеме пултарассине, килӗшмесен каялла кунта йышӑнассине каларӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Председатель тӗплӗн, васкамасӑр шухӑшлама сӗнчӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Ҫухалса кайрӑм: пӗр енчен, манӑн хама театрта тӗрӗслесе пӑхас килетчӗ, тепӗр енчен, питӗ ҫывӑх пулса тӑнӑ ачасенчен уйрӑлас килместчӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Кӗркунне колхоза ӗҫе таврӑнсан Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданӗ Аркадий Айдак мана правление чӗнсе илчӗ те Пукане театрӗ ӗҫе чӗнсе телеграмма яни пирки пӗлтерчӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Хӑвартӑм, анчах кайран кун пирки манса та кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Хайхискер вӗсене кун пек пултаруллӑ хӗрсем кирлӗ тесе адреса хӑварма сӗнчӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Йышӑну пӳлӗмӗнчи хӗре театр мана мӗн тери килӗшни, сцена ҫинчи пуканесене сӑнама юратни пирки каласа кӑтартрӑм.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Ҫулла аппапа Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Пукане театрне кӗтӗмӗр.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Анчах шӑпа урӑхла ҫаврӑнса тухрӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Пуҫӗпех ӗҫе путрӑм, хамӑн ачасене питӗ юрататтӑм.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Питӗ тухӑҫлӑ ҫул пулчӗ: 4 ташӑ ушкӑнӗ йӗркелерӗм, чылай концерт лартрӑм.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

– Хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан мана Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз-миллионера хореографра ӗҫлеме ячӗҫ, унта ачасемпе аслисем валли ташӑсем лартаттӑмӑр.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Ҫапах Эсир Пукане театрне лекнӗ-лекнех.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

– Сирӗн ҫул тумхахлӑ пулнӑ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Ку ҫыру маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗччӗ, ҫавӑнпа Чӑваш драма театрӗн литература пайӗн заведующийӗпе тӗл пулма тӗв турӑм.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Унӑн вӗренекенӗ пулнӑшӑн эпӗ паянхи кун та шӑпана тав тӑватӑп.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Ҫав ҫырурах мана Чӑваш Енӗн паллӑ хореографӗ тата педагогӗ, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нягина патне кайма сӗннӗччӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Пӗр ҫыру К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнчен килчӗ, унта Мускава вӗренме ямашкӑн тепӗр 5 ҫултан кӑна набор пулассине пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Анчах эпӗ хамӑн ӗмӗтрен пӑрӑнаймарӑм – Совет Союзӗнчи мӗнпур театр аслӑ шкулне ҫырусем ятӑм, мӗнле хатӗрленмелли пирки хуравсем илтӗм.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Университетра хатӗрленӳ курсӗсемшӗн вӗсем укҫа та тӳленӗччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

«Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать» // Камилла МАДЖИДОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed