Corpus of the Chuvash language

New

Эльза питӗ кӑмӑллӑччӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫуркуннепе ҫуллахи уйӑхсенче Липкин хӑй те, унӑн тусӗсем те курӑнмарӗҫ, Атаркина «ҫӗрлехи сунара» хистесе илсе ҫӳрекен пулмарӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Иккӗшӗ кинона, танцине, театра ҫӳреме тытӑнчӗҫ, ытларах Атӑл хӗрринче вӑхӑт ирттерчӗҫ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Иртнӗ ҫуркунне вӑл ҫак цеха килчӗ те Ҫирахви машинисемпе урӑх хӗр пир тӗртнине курчӗ, калаҫса кайрӗ, хуллен, майӗпен тенӗ пек, Эльза Сухановӑпа паллашрӗ вара.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя Эльзӑпа мӗнле паллашни ҫинчен шухӑшларӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Цехра нӳрӗк мӗн тума кирлине пурте пӗлеҫҫӗ — нӳрлӗ сывлӑшра ҫип сахал татӑлать.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сывлӑш уҫӑ, анчах нӳрлӗрех: фабрика маччи ҫумне вырнаҫтарнӑ турилкке пеккисенчен, вӗтӗ ҫумӑра аса илтерсе, вӗҫӗмсӗр шыв пӗрӗхсе тӑрать.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫак пӗчӗк, анчах питӗ сумлӑ ялава, цеха килсе кӗнӗ ҫын аякранах куртӑр тесе, ҫӳллӗ ҫакнӑ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя юлашки модӑпа кастарнӑ ҫутӑ сарӑ ҫӳҫне пилӗк пӳрнипе сӑтӑркаласа утрӗ, таҫтанах вут тӗслӗ курӑнакан вымпел патне ҫитсен чарӑнчӗ, «Коммунизмла ӗҫ ударникне» тесе ҫырнине вуларӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӳхӗм тумланнӑ, илемлӗ качча ткачихӑсем машинӑсен хушшинчен йӑпӑрт тухса пӑхкалани те пулчӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Васкамарӗ, кӑмӑлӗ хуҫӑк пирки цех хӗрӗсене кулкаласа саламламарӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Арҫынсен пӳлӗмне кӗрсе пирус туртрӗ вӑл, унтан тухсан, Юля комплекчӗ патнелле утрӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Апла-капла пулни ҫинчен Сима ман аттене каласа памарӗ-ши?» — шухӑшларӗ Костя.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя, Эльза мӗн тума хушнине аса илсе, пӗчченех утрӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Ҫавӑн пек ӗҫлеме тӑрӑшмалла сан.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пурте юсавлӑ.

38 машина унӑн.

Пӗлесчӗ сан Юля миҫе станпа пир тӗртнине.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Фетровӑна.

— Ҫапла, Йӗлмел хӗрӗсем пултараҫҫӗ, — тивӗҫлипе мухтарӗ Юльӑпа Ҫирахвие Костя — Куҫса ҫӳрекен вымпел кама панӑ?

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed