Corpus of the Chuvash language

New

Хӗрринче лараканни тӳссе тӑраймарӗ пулас, ыттисене чавсипе тӗккелесе, хӑнасем кӗрсе кайнӑ пӳлӗм алӑкне вӑрттӑн уҫса пӑхрӗ, ӗҫ вырӑнне ӑнсӑртран ылтӑн укҫа тупнӑ этем пек хавхаланса, таврӑнчӗ, алли ҫумне аллине сӑтӑркаласа, хӗре мухтама тытӑнчӗ:

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чӑнах та, цех каччисем типтерлӗрех пулма тӑрӑшрӗҫ, вӑрттӑнлӑ-хӗрттӗнлӗ тенӗ пек анчах, пӗр-пӗрне куҫ хӗскелерӗҫ, пӗвӗ йӑрӑс, пилӗкӗ ҫинҫе, кӑкӑр-ҫурӑмӗ тӑп-тулли, чӑмӑркка хулпуҫҫиллӗ хӗре ӑмсанса пӑхса юлчӗҫ вӗсем.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑй та вӗсемпех кайрӗ, цехри ҫамрӑксене асӑрхануллӑрах пулмаллине аса илтерсе хӑварчӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пирӗн граверсем хӗр-упраҫа тӗлӗкре те кураҫҫӗ пулмалла, — терӗ Смолкин, хӑнасене тепӗр пӳлӗме ӑсатнӑ май.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Хӑнасене эпир яланах хавас.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пусӑрӑнса ӗҫлесе лараканскерсем, Ҫирахви пырса кӗнине курсанах, тытӑнчӗҫ йӑшӑлтатма, йӗп ҫинче лараҫҫӗ, тейӗн.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗрин анчах чӗлтӗрттин мӑйӑхӗпе сухалӗ пур.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Аякран пӑхсан, вӗсене яш-кӗрем мар, тирпейлесе тураман сапаланчӑк ҫӳҫлӗ хӗрупраҫ темелле.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗр-иккӗшӗ суеҫҫӗ лупашкине хупласа тӑмалла вӑрӑм ҫӳҫ ӳстерсе янӑ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Аслӑ гравертан пуҫне кунта тата виҫӗ-тӑватӑ ҫын ӗҫлет-мӗн.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Смолкинпа паллаштарчӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Миккул вӗсене гравер цехне ертсе кӗчӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пир шуратса пӗветекен фабрикӑна хӑнасем питӗ килӗштерчӗҫ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Питӗ аван, — ырларӗ каччӑ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Эпӗ Алитскаяпа калаҫрӑм…

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костьӑна вӑл лайӑх пӗлет, — тесе, Авлов пилӗк пӳрнине кӑтартрӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Виктор Тиберевпа канашласа пӑхас ман.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Авлов Хӑяхванӑн юлашки сӑмахӗсене илтеймерӗ, Ҫирахви ӑна Костя ашшӗ мӗншӗн питӗ хурланнине, куляннине шӑппӑн каларӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ырӑ ҫын пирки пӗлмесӗр каламан ҫав сӑмаха, — электромонтера мухтарӗ Хӑяхван.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Этем сӑпайлӑхӗ — кӑмӑл пуянлӑхӗ.

Help to translate

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed