Corpus of the Chuvash language

New

Шупашкарта пурӑнакансем ӑна 32 лаптӑкра туянма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Виҫӗ эрнере хула халӑхне 67 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗрремӗшӗнче 20 кун хушшинче 47,5 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Николаевский» тата «Северная» комплекссенче те суту-илӳ вӗресе тӑнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Дар» общество ҫумӗнчи ярмӑрккара Куславкка, Елчӗк, Муркаш районӗсем пахчаҫимӗҫ, сӗт, шашлӑк сутнӑ, «Фиалка» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче хула халӑхӗ ЧР Апат-ҫимӗҫ фончӗн, Ишлей райповӗн, Вӑрнарпа Комсомольски районӗсенчи кил хуҫалӑхӗсен продукцине туяннӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл республика тулашӗнчен кӳменнине, хула ҫыннисене хамӑр продукцие сутнине ӗнентерме ҫеҫ кирлӗ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫимӗҫсене килте е фермер хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернине ҫирӗплетекен ял тӑрӑхӗн администрацийӗсенчен справка илсе килмелле.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Пурин валли те ҫитеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ хула администрацийӗн потребительсен рынокне аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова. — Ялсенчен пахчаҫимӗҫ сутма килекенсене ырӑ сунса кӗтетпӗр.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ӗнер ҫӳлерех асӑннӑ суту-илӳ комплексӗсенче пултӑмӑр, лаптӑксене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пасар администрацийӗсем вӗсенчен арендӑшӑн пӗр пус та ыйтмаҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ сутма тӳлевсӗрех ирӗк параҫҫӗ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫав лаптӑксене фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем, дачниксем уйӑхлӑх пынӑ вӑхӑтра йышӑнаҫҫӗ, хӑйсем ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫсене сутаҫҫӗ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Калинин районӗнчи «Дар» ООО пасарӗнче /Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, 22-мӗш ҫурт/ тата «Фиалка» суту-илӳ центрӗ патӗнче /Эгер бульварӗ, 40-мӗш ҫурт/, Ленин районӗнчи «Николаевский» суту-илӳ комплексӗ» АУО картишӗнче /А.Николаев космонавт урамӗ, 14-мӗш «а» ҫурт/, Мускав районӗнчи «Северная» суту-илӳ компанийӗ» ООО территорийӗнче /Мускав проспекчӗ, 40-мӗш «а» ҫурт/ пахчаҫимӗҫ сутма ятарлӑ вырӑнсем уйӑрнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Шупашкар администрацийӗ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӗп хула халӑхне ял хуҫалӑх продукцийӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе «Кӗр мӑнтӑрӗ-2016» уйӑхлӑх ирттерет.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗрремӗш старт 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума — вӑл шӑпах Шупашкарта иртнӗ — уҫнине халалланӑ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗтӗм Раҫҫейри хӑвӑрт утмалли куна пирӗн ҫӗршывра виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ку мероприятипе пӗр вӑхӑтрах «Врачпа уҫӑлса ҫӳрени» акци иртет.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тивӗҫлӗ канурисем старта уйрӑммӑн тухма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Унта тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ профессиллӗ 1 пине яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Утса сывлӑхне ҫирӗплетес текенсене Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed