Corpus of the Chuvash language

New

Анчах пӗлӳ паракан туризм маршручӗ йӑлана кӗнӗ объектсемпе кӑна чикӗленмӗ.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кусем — ҫулҫӳревҫӗсене паллашма сӗнекен хӑнӑхнӑ культура палӑкӗсем.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫамрӑк туристсене курма сӗнмелли объект самаях-ха пирӗн: Шупашкар хули пуҫланса кайнӑ вырӑн, музейсем, парксем, чиркӳсем...

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ан тив, тӗрлӗ регионра пурӑнакан ачасем кӑна мар, вӗсемпе пӗрле ертӳҫӗ пулса ҫула тухнӑ ҫитӗннӗ ҫынсен те чӑвашсен тӗп хутлӑхӗ ҫинчен ырӑ шухӑш-кӑмӑл кӑна юлтӑр.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑваш Ен пирки ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин сӑмахлӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ ҫӗршывӑмӑр тетпӗр те — хамӑрӑн иксӗлми пуян культурӑпа килен-каян хӑнасене тыткӑнлама нивушлӗ пултараймастпӑр?

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паллах, маршрутсем шкул ачисене чӑннипех кӑсӑклантарччӑр тесен вӗсем содержанипе те пуян пулма тивӗҫ, куҫа тата чуна илӗртекен вак-тӗвекпе хӑюллӑнах усӑ курмалла.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов ведомство шайӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче ҫирӗплетсе каларӗ.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗр уйрӑмлӑха шута илмеллех: проект ачасене хавхалану-киленӳ кӳрессипе кӑна ҫыхӑнман, пӗлӳ парас тӗллевпе пуҫарнӑ ӑна.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пуҫару ӑнӑҫлӑ хута каяс-тӑк чӑваш ҫӗрӗ туризм лапамне чӑннипех ҫаврӑнӗ-и тен?

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫакнашкал усӑллӑ проекта хутшӑнакан сӑнавлӑ субъектсенчен пӗри Чӑваш Ен пулни савӑнтарать.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шкул ачисем регионсене ҫитсе курнӑ май ҫӗршывӑн историне куҫ умне чылай объективлӑрах кӑларӗҫ.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Чӗрӗ уроксем» федераци проекчӗ хута кайни вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ырӑ пуҫарусенчен пӗри шӑпах вӗренекенсем ҫулҫӳревсенче ӑспа та, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен те пуянланни пулнине ҫирӗплетни мар-и?

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ача чухнехи ырӑ шухӑш-туйӑм хӑварнӑ самантсене ӑнсӑртран аса илсе ӑшри кӑмӑла вулаканӑмпа ахальтен пайламарӑм.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул уявне кӗтсе илни, кӑрлачӑн пӗрремӗш кунӗнче «Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗ» комплексра экскурсире пулнӑ май шурӑ лашасене кӳлнӗ ҫуна ҫине ларса ярӑнни ҫинчен еплерех хавхаланса чуна уҫнӑччӗ тата!

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Курни-илтни асра ҫирӗп ҫырӑнса юлтӑр тесе вӗрентекенсем ҫулҫӳрев ҫинчен сочинени ҫыртаратчӗҫ те — пӗтӗм кӑмӑлтан шӑрҫалаттӑмӑр.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тавракурӑм анлӑланни те куҫкӗрет.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫулҫӳревсенчен яланах хавхаланса таврӑнаттӑмӑр.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачалӑхри ҫавнашкал турпоходсен вӑхӑтӗнче пӗр пӗлӳ ҫуртне сукмак такӑрлатакансен туслӑхӗ те ҫирӗпленет.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Акӑ хамӑн шкул тапхӑрӗнче Волгоград, Мускав, Чӗмпӗр хулисенче хаваслӑ та пуян турпа пулма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртетӗп: пӗрле вӗренекен туссем ҫул ҫӳрени хамӑр тӗллӗн тухса ҫӳренинчен чылай кӑсӑкрах-ҫке!

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ан тив, ушкӑнпа кӳршӗ яла е района кӑна ҫитсе кур — ҫулсем иртсен те манӑҫми мыскара е кӑмӑллӑ самант пулатех.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed