New
Ишек тӑвне сӑнасан — ун айккипе тахҫан ҫӗр хапхи пулнӑ тесе те калас килет.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Пӗрре пӑхсах паллӑ: Ишек сӑрчӗ — сӑвап-учӳк тӑвӗ, ахаль киремет мар вӑл.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ҫак шайлашуран сывлӑх та, ӑнӑҫу та, телей те пулать тесе ӗненнӗ, чир-чӗртен хӑтӑласса та шаннӑ (хӑю мӗн тӗсли, ӑна миҫе хут ҫыхнин те пӗлтерӗшӗ пур).
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Чӑвашсем ытларах шурӑ хӑю ҫыхнӑ — ҫӳлти тӗнчен тасалӑхӗ, чӗмлӗхӗ чунри тасалӑхпа шайлаштӑр тенӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Теприсем вара вӗсене вут ҫӗлен е тӗнчен тата вӑхӑтсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗленсен сӑнарӗсем-элккисем тесе палӑртаҫҫӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Хӑшӗсен шухӑшӗпе, пусма таткисем таса вутӑн ҫулӑмне сӑнарлаҫҫӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ӑнланмалла каласан, хӑю ҫакни — ҫутҫанталӑк тата ҫӳлти хӑватсене кӗл туни, хӳтлӗх-пулӑшу-ҫӑмӑллӑх ыйтни.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Сукнапа е пурҫӑнпа усӑ курма юраман.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Пӳрне тӑршшӗ-сарлакӑшӗ универсаллӑ виҫе ҫеҫ мар, сӑпайлӑх виҫи те.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Пусма таткисенчен пӳрне сарлакӑш ҫурнӑ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Тӳпери Аслӑ Турра ӗненнӗ, ҫут ҫанталӑка Турӑ тӗкӗрӗ тесе йышӑннӑ халӑхсен культуринче йывӑҫран хӑю ҫакасси анлӑ сарӑлнӑ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ишек сӑрчӗн, ҫӑлӗн асамне, ҫут ҫанталӑк хӑватне палӑртаҫҫӗ вӗсем.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Паян та шкул ҫумӗнчи тӗмсен турачӗсенчен ҫыхса хӑварнӑ хӑюсем ҫил ҫинче шерепеленсе вӗлкӗшеҫҫӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Пусма татки ҫыхса хӑвармасӑр тихана чӳклемен Карчӑк Микули.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ишеке кайсан ҫӑл патӗнчи йывӑҫ ҫине хӑю ҫыхса хӑваратех ӗнтӗ вӑл: ҫут ҫанталӑк хӑвачӗсене арӑмне чӗртме ыйтать.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ырӑ кӑмӑллӑ Микулана пуҫ ҫапнӑ хыҫҫӑн балладӑри Микула тиха пусасшӑн — арӑмне сыватас тесе чӳк тӑвасшӑн.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Карчӑк Микули мӗн тӗв тытни Михаил Федоров вӑхӑтӗнче те Ишек таврашӗнчи чӑвашсем авалхи тӗне сума сунине палӑртать.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Арӑм сыв мар, суя мар, Хӗл-ҫӑвӗпех хӗн курать терӗ».
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Тyр кӗллине тӳрлетме Тиха тытса пусмалла терӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
«…Карчӑк Микули каймарӗ, Ӑна юлташ пулмарӗ, Микул турра пуҫҫапма Ишекелле каймалла терӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№


