Corpus of the Chuvash language

New

Чылайӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе фронта кайма ҫырӑннӑ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗнчех Елчӗкри пасар лаптӑкӗнче митинг иртнӗ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1941 ҫул вӗҫӗнче, фашистсем Мускав патне ҫитсен, Чӑваш ҫӗрӗ вӑрҫӑ ахрӑмне ҫывӑх тӑнӑ: кунта окопсем чавнӑ, вӑйпитти арҫынсене фронта ӑсатнӑ, эвакуаци йӗркипе килнисене йышӑннӑ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Кунта совет тылӗ ӗҫленӗ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ нумай хӗр пулнӑ.

Help to translate

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫапла майпа вӗсем кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, район кубокне ҫӗнсе илчӗҫ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑйӑ 4:0 шутпа Елчӗк команди ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Елчӗк футболисчӗсем тӑтӑшах тапӑнса вылярӗҫ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапах та иккӗмӗш таймра вӑл та командӑна хӑтарса хӑвараймарӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Сӑмах май каласан, Ҫирӗклӗ Шӑхаль вратарӗ малалла пӗр йӑнӑшсӑр вылярӗ, гол кӗртмелли чылай самантсенче пултарулӑхне кӑтартрӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫакӑнпа Елчӗк футболисчӗ усӑ курчӗ, мечӗке хапхана тапса кӗртрӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Пӗринче хӑнасен вратарӗ йӑнӑшрӗ - аякран тапса янӑ мечӗке тытса чараймарӗ, алӑран вӗҫертрӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Стадион хуҫисем пӗр-пӗрне ӑнланса выляни палӑрчӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Пӗрремӗш таймра вӗсенчен хӑшӗ вӑйлӑрах пулни кӑшт анчах сисӗнчӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫурма финалта Елчӗксем Тӑрӑмсенчен 5:2, Ҫирӗклӗ Шӑхальсем Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн футболисчӗсенчен 3:0 шутсемпе выляса илнӗччӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Унта Елчӗк тата Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗсен командисем тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ футболла выляса район кубокне ҫӗнсе илессишӗн финалти ӑмӑрту пулса иртрӗ.

Help to translate

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Сӑвӑ-юрӑ сасси янраса тӑчӗ палӑк умӗнче.

Help to translate

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Унтан хӑнасемпе ялти сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ, палӑк умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ.

Help to translate

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ тата таврӑнсан ял масарне пытарнӑ паттӑрсен ячӗпе Алексей атте асӑну кӗлли ирттерчӗ.

Help to translate

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed