New
Тавар браклакан цеха пырса кӗрсенех сылтӑмра икӗ пысӑк, ҫӳллӗ машина ларнине Авлов курнӑччӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Авловшӑн пулсан ҫак хӗрсен ӗҫӗ ҫав тери кӑткӑс ӗнтӗ, «салтак пирне» тӗлӗнсе каймалла хӑвӑрт тӗрӗслени, миллиметрсене пайланӑ линейкӑпа виҫсе шайлаштарни, алӑ тӳрчӗпе сирсе, питӗ хӑвӑрт сийӗн-сийӗн шутлани — ҫаксене татах та куҫ тулли пӑхас килчӗ ун.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӑрӑм сарӑ ҫӳҫне хӗрлӗ косынка ҫыхнӑ чипер хӗр, туфлине катанпир татӑкӗпе шӑлкаларӗ, тӑпӑлкка урине тӑп-тӑп пускаласа, Миккула ыттисенчен тимлӗнрех сӑнаса пӑхма та ӗлкӗрчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Катанпир тӗрӗслекенсем пирӗн качча, вӑрттӑнла-хӗрттӗнле тенӗ пек, куҫпа виҫсе-шайлаштарса, пӑхкаласа ирттерсе ячӗҫ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Никама нимӗн каламарӗ-ха, палланӑ хӗрсене, сывлӑх сунса, пуҫне кӑна сӗлтрӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Васканӑ хушӑрах вӑл «накладная» тесе ҫырнӑ хучӗсене пӑха-пӑха илчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Миккул, чӗрине канӑҫ паман, хура та вӗри куҫа курма ырӑпа ӗмӗтленнӗскер, катанпир тӗрӗслекен хӗрупраҫа сӑнаса пӑхса, Ҫирахви пирки ыйтма шутланӑччӗ кӑна — Винайкина каялла ҫаврӑнчӗ те хӑйпе пӗрле пыма хушрӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫав териех тӑрӑшса мӗн шырани паллӑ ӗнтӗ: хайхи «кӑлтӑксене» куҫран вӗҫертесшӗн мар.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар пулмалла: кашни тӑрӑхӑн урлӑшне, тӑршшӗне, Сути час-часах усӑ куракан сӑмахпа калас-тӑк, тӗк-ҫӳҫ миххинче йӗп шыранӑ пек тимлӗ шыраҫҫӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ултӑ-ҫичӗ хӗр, пир тӑрӑхӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, «кӑлтӑк» текеннине тимлесех шыраҫҫӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӑватӑ чӳрече каснӑ стена ҫумӗпе вӑрӑм та сарлака сӗтел лартнӑ, ҫине цинкпа витнӗ — темӗн пысӑкӑшӗ куҫкӗски сарса хунӑ пек, ҫуталса тӑрать.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ку цех та вӑрӑм, сарлака коридор евӗрлӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫип арлакан, пир тӗртекен фабрикӑри пек пиншер стан кӗрлесе лармасть кунта, шавлӑ мар, сӑмах илттерес тесе, хӑлхаран хӑлхана калаҫмалла мар.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Часах вӗсем, питӗ хыпаланса, пир тӗртекен фабрикӑн тепӗр вӗҫнех ҫитрӗҫ, ҫитрӗҫ те тавар браклакан цеха пырса кӗчӗҫ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Миккул пӑлханнине, хумханнине ирттерес шутпа, диван ҫине ларса канма та ӗлкӗреймерӗ — Винайкина маҫтӑр пычӗ, тепӗр хут сывлӑх сунчӗ те пирӗн качча хӑйпе пӗрле ертсе кайрӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Фонтан ӗҫлеме тытӑнсан, вахтер, типтерлӗ сухалне кап-каҫӑр каҫӑртса, пӑрӑх тӑрринчен шыв пӗрӗхнине тулли кӑмӑлтан пӑхса тӑчӗ те, хӑй каларӑшле, поста кайрӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Тавтапуҫ, — ырӑ сӑмаха хапӑл турӗ Авлов.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Цеха леҫсе пар.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хам кладовойне кӗртсе хутӑм.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Шукӑль тумли сан япалусене аран пачӗ.