Corpus of the Chuvash language

New

Ҫӗртен хӑпараканнине сенӗкпе чӑнка леҫе-леҫе тӑраканни.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви — варринчи утрӑвра.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аялта кӗлте ларса тӑракансем — Матви тата ун ҫулӗсенчи, ҫулланнӑраххисем те — каччӑсем, арҫынсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

У-ух! тӑва-тӑва илет молотилка, ун ҫӑварне кӗлте тӗртмессерен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

У-ух!

Кӗлте, сенӗк юппине тирӗнсӗ, малтан аялти кусласем ҫинчи хӑма утрава, унтан тепӗр утрава, варринчине, вара тин чи ҫӳле хӑпарса ҫитет те, пӑрнӑ ҫыххи ҫӗҫӗпе шатӑрт касӑлсан, барабан умне хыпаланать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хутлӑ-хутлӑ виҫӗ кусла.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑчӑ, хаваслӑ, вӑр-вар.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунта аҫлӑкпа хура тар тӑванлашнӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунта, молотилка таврашӗнче, ни ӗнтрӗк, ни кӑчӑр-кӑчӑр палӑрмасть.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Октябрь варри…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ентрӗклӗ, кӑчӑр-кӑчӑр каҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Молотилка хырӑмне панлатса кӗрсе кайса, улӑм пулса лашлатса тухакан кӗлте тусанӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӑшӑр трактор ҫутатакан лаптӑкра — тусан, тусан, тусан, тусан.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

… Тусан, тусан, тусан.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тутапа тута кӑварӗн чи-чи пирвайхи те чи-чи юлашки хӗлхемӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хурлӑ, кулянӑҫлӑ, нӑй-нӑйӑлнӑй сӗрме купӑс сассиллӗ тӑкӑскӑ, йӳҫек, ӳкӗнӗҫлӗ каҫ мар, шатӑр тусанлӑ, тӑр-тар-тӑр молотилка сассиллӗ, ҫапах чи-чи ҫӗкленӳллӗ каҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асра юлмалли вӑл, паллах, хӗр ӗмӗрне ӗмӗрлӗх картӑнса, хитреленсе кӗни — авӑн ҫапнӑ каҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӳрнӗ телейпе хӑпартланса, ӑс-пӳ, чӗре пӗр кӗвӗллӗн ҫунат ҫапнӑ самантсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, кулянӑҫлӑ, хурлӑ сехетсемпе самантсем кӑна мар, савӑнӑҫ, шанӑҫ тӑкӑнса тӑракан чӑп-тулли симпыл куркиллӗ сехетсемпе самантсем те пулнӑ Елькка пурнӑҫӗнче.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed