Corpus of the Chuvash language

New

Ҫиллинчен те тытса пӑхрӗ, ҫурӑмӗнчен те, ӑмӑрӗнчен те ачашларӗ — ниҫта нимӗнле улшӑнӑва та асӑрхамарӗ ӗне сӑвакан.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, ӗнен нуши-йӑлӑнӑҫне пӗлмелле тата, тен, лешӗн пӑрулама та вӑхӑчӗ ҫитнӗ пуль тесе, ун патне пӳлнӗ ҫӗрех кӗрсе пӑхрӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗрӗсех иккен — улталаман Нинӑна хӑлхи: «Ракета» выртнӑ ҫӗртен паҫӑртарах кӑна тӑнӑ пулмалла а, халь, каяӑҫсӑр, такама тем евитлесе, тек сасӑ парать.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вара, ӑшӗнчи ӑшӑнчӑк шухӑшне тата хытӑраххӑн тӗвӗлесе, вӑл та Нина тин кӑна кӗрсе ҫухалнӑ алӑк еннелле ярӑнса утӑмларӗ…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑн та, ӗне вити енчен сас килнӗ пек туйӑнать, шалтан уҫӑмлӑнах илтӗнмен ӗне ӗнӗрленӗ сасӑ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тасалнӑ пек пулсан, тусанне ҫителӗклӗ таран вӗрсе сирӗлтерсен, пӗрмине икӗ енчен те тӳммисенчен ҫаклатрӗ те каллех ӑна хулпуҫийӗ урлӑ уртса ячӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каччӑ ӑна икӗ аллипе те ҫӗклерӗ те, ҫавӑркаласа, унтан та кунтан та вӗре-вӗре хӑшкӑлчӗ пӗр кана.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина Виталие перӗнсе тӑрӑс сиксе тӑнипе, йӗкӗт хулпуҫ ҫийӗнчен аран ҫеҫ тытӑнкалакан ҫакӑллӑ, хут-купӑс кӳпех персе анчӗ тусан ҫине.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла каларӗ те хӗр тепӗр темиҫе минутран ҫывӑхри ӗне вити алӑкӗнчен кӗрсе те ҫухалчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑн сасси…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ахӑр, вӑхӑчӗ ҫитрӗ-тӗр.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— «Ракета» тем.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ой, — терӗ те вӑл, йӗкӗте, кӳренес-мӗнрен евитленӗн.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗкӗт, купӑсне меллештеререх лартам тесе, сылтӑм аллине йӑпӑртлӑха хӗр пилӗкӗнчен вӗҫертрӗ те, Нина, ҫак пӑтӑрмахпа усӑ курса, вӑштах тухса сирпӗнчӗ Виталий пӑркӑчӗнчен.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывлӑш тухми тӑваслах, Виталий Нинӑна пӑчӑртанӑҫемӗн пӑчӑртать, тем ухтарнӑн хӗре питӗнчен, мӑйӗнчен, кӑкӑр анинчен татти-сыпписӗр чуптӑвать…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑмах ҫинех, ак тата, хӗре каччӑ ытамӗнче пӑчӑран пӑчӑ, тӑвӑртан тӑвӑр пула пуҫларӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах та чипер япалах-ши вӑл хӗр пуҫӑнах йӗкӗте мӑйӗнчен ҫакнашкал ытаклани?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, савни савӑкӗпе савӑнса, пӗр каҫ, икӗ каҫ, виҫӗ каҫ, тӑватӑ каҫ, ӗмӗр-ӗмӗр ларӗччӗ Нина Виталипе ытамлӑн.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, мӗн тери ырӑ та ҫепӗҫ иккен савнӑ ҫыннун ӑшшипе ӑшӑнма, хӑвӑн телейпе ирӗлекен чӗрӳне тӑнлама.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тем саманта тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ Нинӑна ҫак ытлӑхлӑ пархатар.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed