Corpus of the Chuvash language

New

Ыттисем тата иккӗшӗ, Нинӑн аслӑ пиччӗшӗ хыҫҫӑнхисем — аплӑшӗпе тетӗшӗ — пӗри Мускавра, тепри тата таҫта вӗренеҫҫӗ, яла шутсӑр килсе-курӑнсах тӑмаҫҫӗ, «ашшӗ кӑмӑлне курах тӑван килӗнчен писрӗҫ», текелет пурне те аллакан чӗлхе.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа ачи-пӑчи те (хӑй ҫулӗпе шайлаштарсан) — «вакӑ»: чат асли институт пӗтерсе ӗҫе вырнаҫни те пӗлтӗр кӑна-ха — Шупашкара ҫӗнӗ завод тунӑ ҫӗре юлнӑ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иртнӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн та ҫийӗнчех таврӑнайманнипе вӑл авланасса та час авланайман.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иван Гаврилович, Нина ашшӗ, утмӑлалла ҫывхарса пыракан тӗреклӗ, ҫӳллӗ арҫын.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эс, мӗн, персе яман пулӗ те ӑнсӑртран?

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, куҫӗсем вара… паян кун та ҫурӑм ҫумӗнчех тирӗнсе тӑраҫҫӗ пек…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шарласса нимӗн те шарламарӗ ватти.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сисетӗп-ха — сӑмаххи урӑххиччӗ хӑйӗн.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирус тиверттерме ыйтрӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хапха умне тирпей кӳме ун-кун тем тӗккелетчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗреплепеччӗ хӑй.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пӗркунне, ирпе, гаража кайма тухсан, урамра тӗл пулчӗ те аҫу, шӑтарасла кӑн-н! пӑхрӗ ман ҫинелле.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аҫу-анлӳ пӗлсен, мӗн калӗ? — кунашкал хыпара илтнипе самантрах салтӑнчӗ Виталий чӗлхи.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑт, истори!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт сана ме, хӗпӗрте!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнла, хӗпӗртетӗр тесе, хуртартӑм та аллуна пилӗк ҫине…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗлетӗп, йывӑр ҫын эпӗ, Виталий.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Икӗ уйӑхран вар ҫине алӑ хурсан та, хурса пӑхмасан та, ҫие юлни палӑ-тӗлли ҫукрах та…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темле ӑнкарсах ҫитереймен хӑшкӑлтӑкра-ха эпӗ, Витя…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эпӗ халь хам та мар пачах, ырӑ та мана, ҫав хушӑрах хурлӑ та.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed